Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ачалӑх уявӗ

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунăн программи районта тӗрлӗ енлӗ пулчӗ

Ҫу уйăхӗсен пӗрремӗш кунӗ... Ҫутҫанталӑк та ача-пӑча уявне кӗтнӗ тейӗн. Темиҫе кун    хушши тăсăлнă сапаланчӑк пӗлӗтсем те таçта кайса çухалчӗç, кун хӗвеллӗ те ӑшӑ пулчӗ.

Июнӗн 1-мӗшӗнче – Тӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун – район центрӗнчи «Чупрэле» паркра уяв атмосфери хуҫаланчӗ. Хӑшӗ аллине тӗрлӗ тӗслӗ шар тытнӑ, хӑшӗ амӑшӗн ҫумӗнче, хӑшӗ тусӗсемпе тӗл пулма та ӗлкӗрнӗ... Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв шӑпах ҫапла пуҫланчӗ – савӑнӑҫлӑ сасӑсемпе, телейлӗ кулӑсемпе.

Ачалӑх – чи телейлӗ тапхӑр. Шӑпах ҫак тапхӑрта тӗнче илемленет, тӳпе сарлакарах, ӗмӗтсем вара вӗҫӗ-хӗррисӗр пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун кашни ҫул ирттерекен чи ҫутӑ та ӑшӑ уявсенчен пӗри пулса юлать. Ачасем телейлӗ ачалӑха, тимлӗхе, юратӑва тивӗҫлине тепӗр хут аса илтерет вӑл пире.

Уява хутшӑннисене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.

– Ачасем – пирӗн пуласлӑх. Вӗсене телейлӗ ӳсме, пӗлӳ илме, пултарулӑхне аталантарма пысӑк вӑй хунӑ ашшӗ-амӑшӗсене, вӗрентекенсене, воспитательсене чун-чӗререн тав тӑватӑп. Ачасем сывӑ, телейлӗ ӳсчӗр, хӑйсен пурнӑҫ ҫулне тупса, пысӑк ҫитӗнӳсем туччӑр, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Ринатович.

Ҫак кун районти ҫамрӑк граждансене паспортсене чаплӑн пани пысӑк пулӑм пулса тăчӗ. Пӗлтерӗшлӗ документсене чаплӑ лару-тӑрура 14 ҫул тултарнӑ тӑхӑр ача илчӗ: Айзиля Айзятова, Самат Айсин, Ильсина Алимова, Данияр Алимов, Мария Журавлева, Артем Тимофеев, Азалия Хамзина, Диас Шайхаттаров, Фаиль Шакуров.

Уявпа саламласа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов тухса калаҫрӗ. Вӑл волонтер ӗҫне, районти социаллӑ пурнӑҫпа культура пурнӑҫне, çавӑн пекех, Ҫӗнтерӳ 81 ҫул тултарнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ парада хастар хутшӑннисене чысларӗ.

Уяв программи тӗрлӗрен пулчӗ. Мастер-классем, спорт вӑййисем, интереслӗ конкурссем, кану площадкисем ӗҫлерӗç – кашни ача хăйӗн кӑмӑлне каякан интерес тупрӗ. Анчах ҫак кун чи пӗлтерӗшли –мероприятисене хутшӑнни, хутшӑну тата хастарлӑх пулчӗ. Ҫавӑнпа кашни ача хӑйне уявӑн тӗп геройӗ пек туйрӗ.

Сцена та пушӑ  тăмарӗ.  Уява районти ҫамрӑк талантсен юррисемпе ташшисем уйрӑмах илем кӳчӗç. Ачасен кашни юрри-ташшине куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗç. Сцена ҫинчи кашни номерте ӗҫченлӗх те, пултарулӑха та, тӑван культурӑна юратни те палӑрчӗ.

Уяв хӑнисем хушшинче мӑнукӗсене çавăтса килнӗ аслă çулсенчисем те, ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесем те нумай пулчӗç. Вӗсенчен нумайӑшӗ мероприяти пирки хăйсен кăмăл-туйăмӗсем пирки ӑшшӑн калаçрӗ.

– Уява питӗ илемлӗ йӗркеленӗ. Ачасем хаваспах выляççӗ, хутшӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗ туссем тупаҫҫӗ. Эпир кунта кашни ҫулах килетпӗр, – терӗç вӗсем.

Чӑннипе те, кун пек уявсен пӗлтерӗшӗ кăмăллă канупа кӑна ҫырлахмасть. Вӗсем ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ, ҫемьесене ҫывӑхлатаҫҫӗ, ӑрусем хушшинче «кӗперсем» хываҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли – ачасен чун-чӗрисенче илемлӗ асаилӳсем хӑвараҫҫӗ.


Малалла тăсса
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнипе
«Тутарстанра çулла» программа хута кайрӗ. Вӑл июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӗркуннеччен тӑсӑлӗ. Программӑн тӗллевӗ: республикӑра пурӑнакан халăхсене килӗштерсе пурăнтарасси, кӑмӑллӑ ҫу кунӗсем парнелесси.
«Тутарстанра çулла» программӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ятарласа йӗркеленӗ                                            leto.tatar сайтра пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев