Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Ача — тӗп пассажир!» акци иртрӗ

Ачасем хутшӑннипе çул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ ӳснӗ

2025 ҫулӑн малтанхи ултӑ уйӑхӗнче республикӑра ҫул ҫитмен ачасем хутшӑннипе 211 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 6 ача вилнӗ, 227-шӗ тӗрлӗ шайра суранланнӑ. Кун пирки ТР «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюдет учрежденийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсен ҫурри тенӗ пекех ҫуран ҫӳрекен ачасемпе ҫыхӑннӑ. Килсе тухнă аварисен 20 проценчӗ ачасем хӑйсем асӑрхануллӑ пулманнипе пулнӑ: вӗсем ҫул ҫине чупса тухнӑ, айккинелле пӑхман е светофорăн çул урлă каçма юраман сигналӗпе ҫул урлӑ каҫнӑ.

Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне тата водительсене сыхӑ пулма чӗнетпӗр, ҫавӑн пекех ачасене ҫул ҫинче хӑйсене хӑрушлӑхсӑр тытмалли правилӑсене вӗрентнин пӗлтерӗшӗ пирки аса илтеретпӗр.

Тутарстанра, ҫав шутра пирӗн районта та июлӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача — тӗп пассажир!» акци иртрӗ.

Кӑҫал республикӑра пассажир-ачасем хутшӑннипе 69 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнӑ, вӗсенче 5 ача вилнӗ, 8-шӗ суранланнӑ. 

Ачасене илсе çӳретмелли правилӑсене пӑснă 9 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнӑ, вӗсенче 1 ача вилнӗ, 13-шӗ суранланнă.

Ҫавӑн пекех, ачасене транспорт хатӗрӗпе турттарнӑ чухне кашни ашшӗ-амӑшӗн тата водителӗн пӗлме тивӗçлӗ правилӑсем пирки аса илтересшӗн:

— 12 ҫула ҫитиччен ачана малти ларкӑч ҫинче ачасене тытса тăракан хатӗрпе кӑна илсе ҫӳремелле. 

— 7 ҫула ҫитиччен ачан хыҫалти ларкӑч ҫинче, ҫавӑн пекех, ача кресли ҫинче кӑна ларса ҫӳремелле. 

— 12 ҫултан аслӑрах ачан транспорт хатӗрӗнче хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхăнмалла.

Ачасен кресли е ачана тытса тăракан хатӗрсем ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсенче вилес хӑрушлӑха 70 процент таран чакараҫҫӗ.

Ҫакăн йышши правилӑсене пӑхӑнманшӑн законпа айӑплама палӑртнӑ, штраф сумми 3000 тенкӗпе танлашать (РФ КоАПӗн 12.23 статйин 3-мӗш пайӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев