Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

2025 çулта кăтартуллă ӗç, 2026 çула пысăк ӗмӗтсемпе

Ҫӗнӗ, 2026 ҫул ячӗпе!

Хисеплӗ Çӗпрел çыннисем тата районăмăрăн хӑнисем! Хăйӗн савӑнӑҫӗсемпе, пăшăрханăвӗсемпе, ӗҫри ҫитӗнӳсемпе, асра юлакан пулӑмсемпе тулнӑ тепӗр ҫул истори страницисене ҫырӑнать.
Иртсе пыракан ҫул ҫӑмӑл пулмарӗ, вӑл пире Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗ пирки тарӑнрах шухӑшлама вӗрентрӗ, чӑн хаклӑхсем, ҫывӑх ҫынсен юратӑвӗ тата пулӑшӑвӗ мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине тата тепӗр хут кӑтартрӗ.

2025 ҫул — пирӗн районăн историне паллӑ пулăмсемпе кӗрсе юлать: ҫӗнӗ объектсем туса лартнӑ, нумай хутлă çуртсен картишӗсене тирпей-илем кӗртнӗ, ҫулсемпе тротуарсене, çутӗç организацийӗсенче юсас енӗпе палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫланчӗç. Экономикӑпа ял хуҫалӑхӗнче, сывлӑх сыхлавӗпе спортра, вӗрентӳпе культурӑра лайӑх кӑтартусем тунӑ.

Иртсе пыракан ҫулта нумай ӗҫ тунӑ, анчах та кашниех ырӑ улшӑнусене туйма пултартӑр тесен тата нумай ӗҫлемелле. Пирӗн тӗп тӗллев — халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн ентешсем Тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешӗве чыслӑн малалла тӑсаҫҫӗ. Район ҫыннисем, предприятисемпе организацисен коллективӗсем ҫар ҫыннисене пулӑшас тесе мӗн вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшаҫҫӗ. 

Хамӑр район аталанӑвӗшӗн тӑрӑшакансене чӗререн тав тӑватӑп. Умра пире нумай интереслӗ те пӗлтерӗшлӗ проектсемпе программӑсем кӗтеҫҫӗ, вӗсене пӗрле пурнӑҫлăпăр, тесе ӗмӗтленетӗп.

Районăмăрăн хисеплӗ çыннисем! Сире çывхарса килекен Ҫӗнӗ 2026 ҫулпа тата çутă Раштав уявӗпе саламлатăп. 2026 çул çӗнӗ майсем, вӑл ҫитӗнӳсемпе ăнăçусен ҫулталӑкӗ пултӑр! Уяв кашни киле ӑшӑлăх тата ырăлăх илсе килтӗр, чунсене савӑнӑҫпа шанчӑк кӳтӗр. Сире пӗтӗм чунтан телей, ырлӑх сунатӑп! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, районăмăрăн хисеплӗ çыннисем!

Марат ГАФАРОВ, Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев