Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«100 çулчченех пурăнасчӗ...»

«Манӑн вӑрӑм ӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑхӗ — ӗҫ», — тет Елена Федоровна Мердюкова Ветерансем

Ҫак кунсенче вӑл хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне палăртса ирттерчӗ. Унӑн кашни сӑмахӗ пурнӑҫӑн ылтӑн правили пек янӑрать. Çӗршыври чи йывӑр ҫулсене, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче вӑрҫӑ нуши-тертне тӳссе ирттернӗ кинеми çак ҫулсенче те хастар пурнăç йӗрки илсе пырать. 

Тӗп ҫуртра пӗрле пурӑнакан ывӑлӗпе кинӗшӗн канаш паракан тата тӗрек пулса тӑрать. 

— Анне халӗ те пурне те контрольте тытса тăрать, — шӳтлеҫҫӗ ачасем. — Выльӑх-чӗрлӗхе хупнă-и, апат панă-и — пӗрне те манмасть вӑл. 

Вăрăм ӗмӗрлӗ ял çынни ҫу каҫиччен хурсем пӑхнӑ, вӗсем валли апат та хатӗрленӗ иккен.

Вӑрҫӑ ӑна пӗлӳ илме май паман. 4 класс пӗтерсенех, колхоз ӗҫне явӑҫнӑ. Вӗсем утӑ ҫулнă, тырӑ акнă, фронтри салтаксем валли алсиш-нуски ҫыхнă. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та малалла ӗҫлет.

Мӑшӑрӗпе Петр Федоровичпа тӑхӑр ача пӑхса ӳстернӗ. Ҫак никӗсре ӳссе ҫитӗннӗ ачасем: 5 ывăлпа 4 хӗр — кашниех пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупса, тӑван енре тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе пурăнаççӗ. Шел те, паянхи кун вӗсенчен иккӗшӗ пурнăçран уйрăлса кайнă, вӗсен ашшӗ те 12 ҫул каялла вилнӗ. 

Елена Федоровнан тӑхӑр ача пулнӑ: асламăшӗпе кукамăшӗн ăшши 23 мӑнукӗшӗн, 33 кӗçӗн мӑнукӗшӗн, икӗ мӑнукӗн ачисемшӗн те çителӗклӗ. 

«Манӑн ачасем питӗ тăрăшуллă пулчӗç. Урамра выляса çӳреме вӑхӑчӗсем пулмарӗç, мӗншӗн тесен мӗн пӗчӗкренех ӗҫе хăнăхса ӳсрӗç, хăйсем тӗллӗн пурӑнма тытӑнсан та мана нимӗнле чӑрмав та кӳмерӗç», — тет кинеми. 

Мердюковсем Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пӗр урамра пурӑннине те палӑртмасӑр иртме май ҫук. Пурте юнашар кăна, тӗп никӗсрен уйрăлса тухса, кил-çурт çавăрнă. Вӗсем пӗрле, туслă пурӑнаҫҫӗ, мӗнпур ӗçе те пӗрле пурнăçлаççӗ.

Елена Федоровнана сумлă юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов килнӗччӗ. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне, парнесем пачӗç. Чыслă ӗçӗшӗн, çӗршывшăн тивӗҫлӗ ывӑлсемпе хӗрсем пӑхса ӳстернӗ юбиляра ырă сунăмсем тата нумай-нумай çул пурăнма сунчӗç.

«100 çулчченех пурăнасчӗ», — терӗ Елена Федоровна, ҫак сӗнӳсене йышăнса илсе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев