«Зарница 2.0»: пӗрлӗхре вăй!
Ҫарпа спорт вӑййисен чи лайӑх командисем палӑрчӗҫ
«Алтын» спорт комплексӗнче тата «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексӗнче «Зарница 2.0» ҫарпа спорт вӑййисен муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ.
Мероприятире Алешкин-Саплăк, Марс, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, Аслă Аксу, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел, Чăваш Çӗпрел, Шланка, Кивӗ Шемӗршел, Кӗçӗн Чăнлă, Хулаçырми, Кивӗ Кахăрлă, Çӗнӗ Упи, Упи, Матак, Анат Чакă, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗсен командисем хутшӑнчӗҫ.
Юнармеецсен командисем икӗ кун хушши ҫарпа спорт вӑййисен тӗрлӗ тӗсӗсенче тупӑшрӗҫ. Чи кирли – йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерме, командӑра пулма вӗренчӗç.
Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов хутшӑнчӗҫ, вӗсем ҫак вӑйӑсене ирттернин пӗлтерӗшӗпе тӗп шухӑшне ӑнлантарчӗҫ.
Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх вӑтам ӳсӗмри категорире 1-мӗш вырӑна Хулаçырми вăтам шкулӗн «Городищенские» команди çӗнсе илчӗ, 2-мӗш вырӑна – Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗн «Стук» команди, 3-мӗш вырӑна – «Анат Чакă вăтам шкулӗн «Анат Чакă» команди.
Пур тапхӑр пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх аслӑ классенче вӗренекенсен хушшинче 1-мӗш вырӑна Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗн «Авангард» команди йышӑнчӗ, 2-мӗш вырӑна – 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн «Барсы» команди, 3-мӗш вырӑна – Кивӗ Шимӗршел вăтам шкулӗн «Ш» команди тивӗçлӗ пулчӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсем, наградӑсемпе медальсем, пур хутшӑнакана та сертификатсем пачӗҫ. Икӗ категорире ҫӗнтернӗ шкул командисем конкурсӑн зона тапхӑрӗнче хутшӑнӗҫ.
Палӑрса хăварас пулать: вӑйӑсене йӗркелес тата ирттерес ӗҫе районти мӗнпур структурăсене: ҫамрӑксемпе ӗҫлекен организацисене, шкулсене тата ыттисене те явăçтарнăччӗ. «Малтисен юхăмӗн» районти уйрӑмне (ертӳҫи Раниля Алиуллова) уйрӑм тивӗҫ палăртнăччӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе хутшӑнакансем валли парнесене те вырӑнти юхӑмăн уйрӑмӗ хатӗрленӗччӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Зарница 2.0» `ҫарпа патриотизм вӑййисене йӗркелесе ирттерме пай кӗртнӗшӗн Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн директорне Валерий Лухманова,«Форпост» пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Альберт Сулейманова, преподавательсене Петр Рафикова, Ильнур Хуснутдинова тата районти çутӗç пайӗн начальникӗн çумне Ильнур Мавзютова«Малтисен юхăмӗн» вырӑнти уйрӑмӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ.
Малалла тăсса
«Зарница «2.0» ҫарпа спорт вӑййисене ҫамрӑксенче патриотизм туйӑмӗпе воспитани парас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас, спортӑн ҫарпа прикладной тӗсӗсене аталантарас, çар службине каякан ҫамрӑкӗсемпе ӗҫлес енӗпе патшалӑх политикине пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Вӑйӑсем ирттернӗ май вӗренекенсем тӗрлӗ сăнавсем енӗпе ГТО нормативӗсене те пачӗç.
ГТО комплексӗ «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев