Ыран – Чӑваш чӗлхи кунӗ
Календарьте дата
Пире, пӗтӗм чӑваш халӑхне, аннемӗрсен сӑпка юррийӗн витӗмӗпе чуна кӗрсе вырнаҫнӑ, пуҫласа пӗрремӗш сӑмахсем каланӑ тӑван чӗлхе пӗрлештерет. Тӑван чӗлхе – хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх, наци культурипе ӑс-хакӑл еткерлӗхӗн никӗсӗ.
Апрелӗн 25-мěшěнче, чăваш халăхне çутта кăлараканě, чăваш çырăвне пуçарса яраканě, пěрремĕш чăваш шкулěсем уçаканě, пултаруллă вěрентекен, тăлмач, ҫыравҫă, фольклорист, чăваш çěрěн хастар ывăлě Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул пулать.
Иван Яковлевич Яковлев чăннипе те чăваш халăхĕн мăнаҫлă улăпĕ, вăл чăваш ҫырулăхĕшĕн, чăваш чĕлхишĕн ҫав тери пысăк ĕҫ тунă: ырми-канми ĕҫлесе, мĕн-пур йывăрлăха парăнтарса чăваш халăхĕшĕн тăрăшнă, чăваш халăхĕн пуласлăхне калăпланă. Унăн ячĕ чăвашра кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсем хушшинче те сăваплăн, пысăк ятлă-сумлă ĕҫченсен шутĕнче тăрать.
Ахальтен мар чăваш халăх уявне – Чăваш чĕлхи кунне – вăл ҫуралнă кун ҫирĕплетнĕ. Пирĕн, чăваш ачисен, кашнинех хамăрăн Аслă Асатте ятне яланах асра тытса унпа мăнаҫланса пурăнма пĕлесчĕ, унăн вĕрентĕвне ламран-лама куҫарса пыма пултараясчĕ.
Хамăр чăваш пулнинчен вăтанар мар, чăваш пулнишĕн савăнар, мухтанар, мăнаҫланар, асатте-асаннесенчен юлнă сăваплă чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине юратса, упраса пурăнар, чăваш ҫĕрне малалла аталантарса чăваш халăхне ӳссе, ҫирĕпленсе пыма пулăшар.
Мӑн асаттемӗрсен ҫепӗҫ те янӑравлӑ чӗлхи яланах пурӑнтӑр тата тивӗҫлӗн аталантӑр тесе пирӗнтен кашниех хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев