ГИБДД
Пурнӑҫра кӗтмен лару-тӑру час-часах килсе тухать, шӑпах ҫакӑн пек самантсенче сӳрӗк пулман ҫынсен пулӑшăвӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Ҫакăн уçă тӗслӗхӗ – районти ГИБДД пайӗн ӗҫченӗсем Алексей Долговпа Дамир Даутов хӑйсен тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани.
Кӑҫал хӗлле автоинспекторсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшакан ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳçине Венера Низамована пулӑшăва килеҫҫӗ. Венера Низамован ҫар ҫыннисем валли гуманитари пулăшăвӗн тиевне леçме кайнă чухне машини тӑрук ҫул ҫинче юр кӗрчӗ çине кӗрсе ларать, унӑн транспортне пысӑк сиен пулать.
Ҫул ҫинчи дежурнӑйсем Алексей Долговпа Дамир Даутов ӑна пулӑшма васкаççӗ, транспорт хатӗрне юсама ăсатаççӗ. Пулӑшу панине пула, гуманитари тиевӗ вӑхӑтра пырса çитет.
Ҫак кунсенче, районти Ӗҫ тӑвакан комитет ҫумӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен комиссийӗн анлӑ ларӑвӗн шайӗнче, Венера Низамова ҫул-йӗр инспекторӗсене чун-чӗререн тав турӗ.
Служба тивӗҫӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн, пуҫарулӑхпа профессионализм кӑтартнӑшӑн, ҫавӑн пекех, ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫӗсемшӗн полици капитанне Дамир Даутова тата полицин аслӑ лейтенантне Алексей Долгова Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерствин Патшалӑх автоинспекцийӗн управленийӗн ертӳçин Тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарчӗç. Унсӑр пуҫне ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳçи Венера Низамова вӗсене организаци ячӗпе те Тав ҫырӑвӗсем тата «Ятарлӑ ҫар операцине пулӑшнӑшӑн» медальсем пачӗ. Техникӑна юсама пулӑшнӑ районăмăрăн çыннисене Руслан Нугаев, Ильшат Хисамов тата Ленар Шакуров та ҫавӑн пек наградӑсем илчӗç.
Нет комментариев