Ырă ҫул, сире, выпускниксем!
Районти шкулсенчен вӗренсе тухакансен уявӗ пысӑк шайра иртрӗ
Кӑҫал районти шкулсенчен 65 каччăпа хӗр вӗренсе тухрӗç. Экзаменсемпе сăнавсем те хыçа юлчӗç ӗнтӗ, вӗсемшӗн шкул ҫулӗсен юлашки страницисем ҫапла майпа хупăнчӗç.
2026 ҫулта вӗренсе тухакансен Патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем уйрӑмах савӑнтараҫҫӗ: 1номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Адель Хузиев профильлӗ математикӑпа Патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ, вӗренекенсенчен нумайăшӗ вара тӗрлӗ предметсемпе 80 е ытларах бала тивӗçлӗ пулчӗç.
Савӑнӑҫлӑ мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров шкул пӗтерекенсене чун-чӗререн саламларӗ, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.
– Пирӗн район пӗр вырӑнта тӑмасть: вӑл улшӑнать, аталанать, ҫӗнелет, малашлӑха ăнтăлать. Пуласлӑх вара – вăл Эсир! Вӗренӗр, района таврăнăр, ҫӗнӗ шухӑшсем, проектсем сӗнӗр – эпир сирӗн пуҫарусене яланах ырлама хатӗр, – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Марат Гафаров вӗренекенсене ылтӑн-кӗмӗл медальсене тивӗçлӗ пулнисене саламларӗ, наградӑсем пачӗ. Кӑҫал ҫак наградӑсене 18 вӗренсе тухакан тивӗҫрӗ. Тӗрлӗ олимпиадӑра ҫӗнтернисем Тав ҫырӑвӗсем тата укҫа сертификачӗсем илчӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, мероприятире 2026 ҫулăн «выпускникне» те палăртрӗç. Хисеплӗ ята Упи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти Егор Молгачева пачӗç. Унӑн вӗренӳри, шкул тата район пурнӑҫӗнчи хастар ҫитӗнӗвӗсене палӑртса иртрӗç.
Шкултан вӗренсе тухнисене, ҫавӑн пекех, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, культура пайӗн ертӳçи Зульфат Сагдиев тата ҫамрӑксен ӗçӗсем, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗҫ, ăнăçусем сунчӗҫ, хастар вӗренекенсене Тав ҫырӑвӗсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Çутӗç пайӗн пуҫлӑхӗ Газинур Халиуллов вара, тивӗҫлӗ ӑру пӑхса ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсене уйрӑм тав сӑмахӗсем каларӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен ятӗнчен Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи пай начальникӗ Марат Хузеев пил сӑмахӗсем каларӗ.
Уява концерт программипе çыхăнса пычӗ, унтан Çамрӑксен кунӗ шайӗнче «Чупрэле» паркра малалла тăсăлчӗ. Кунта та район пурнӑҫне, тӗрлӗ сферӑна хастар хутшӑннӑ ҫамрӑксем Тав ҫырӑвӗсем илчӗҫ. Вӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Тутарстан Республикин Çамрӑксен ӗҫӗсен министерствин бухгалтер учечӗпе патшалӑх заказӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Лейсан Хамидуллина пачӗҫ. Программӑра тӗрлӗ вӑйӑ, илӗртӳллӗ заданисем, дискотека пулчӗ.
Шкул пӗтерекенсене вăрăм та интереслӗ пурнӑҫ, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем кӗтеҫҫӗ. Ӑнӑҫу сунатпӑр, пурте лайӑх пуласса шанатпӑр. Телейлӗ çул!
* * *
2026 ҫулта вӗренсе тухакансен Патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем уйрӑмах савӑнтараҫҫӗ.
1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекен Адель Хузиев профильлӗ математикӑпа Патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл пухрӗ! Ҫавӑн пекех, вӑл информатика предмечӗпе те 90 балл пухни паллӑ.
Ҫак шкулта вӗренекенсем: Дилия Фаизова, Аида Рахматуллина тата Самира Волкова та экзаменсене 80 тата унтан та ҫӳлерех баллсемпе пачӗç.
Çавăн пекех, Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗ хăйсен вӗренсе тухаканӗсемпе: Ксения Семеновапа, Полина Полторацкаяпа, Рамазан Салаховпа, Аслă Чăнлă вăтам шкулӗ: Алина Камалиевапа, Алина Хафизовапа, Анат Чакă вăтам шкулӗ: Дарья Макаровапа, Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗ: Никита Кочуровпа, Упи вăтам шкулӗ: Валерия Марковапа, Леонид Ярухинпа, Егор Молгачевпа, Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗ: Адиля Гафуровапа, Алия Камаловапа, хулаçырми вăтам шкулӗ: Алина Храмовапа, Ярослав Мокшинпа, Аслă Аксу вăтам шкулӗ: Ева Карабаевапа, Станислав Михайловпа тивӗçлипе мăнаçланма пултарать. Паллах, ҫак кӑтартусем хыҫӗнче вӗрентекенсен канăçсăр ӗҫӗ, ашшӗ-амӑшӗн воспитанийӗ те питӗ пысăк. Маттурсем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев