Ырă ӗçсен хуҫи
Тутар Тӗкки ялӗнче пурӑнакан Таскира Вахитовна Фаризова – çутӗç ӗçӗн ветеранӗ.
Вăл пӗтӗм пурнӑҫне пуҫламӑш классенче пӗлӳ пама халалланӑ. 30 ҫул ытла тӑван ялӗнчи ачасене пӗлӳ тӗнчин вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентет. Таскира Вахитовна тата ентешӗмӗрӗн, поэт-фронтовик Заки Нурин иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗ те. Мӑшӑрӗпе Фаритпа вӗсем икӗ ача пăхса ӳстернӗ.
Шăпа Таскира Фаризована тӗрлӗ енчен сăнать. 17 ҫул каялла мӑшӑрӗсӗр тăрса юлать, нумаях пулмасть пӗртен-пӗр ывӑлӗ те çут тӗнчерен уйрăлса каять.
Йывăр хуйхăсенчен, тунсӑхран, чунри пăшăрханусенчен хӑтӑлас тесе вӑл хӑйӗн ӗҫне йӗркеленӗ: ӑшӑ нускисем ҫыхать, чечексем ӳстерет.
Вăл çыхнă нускисене иртнӗ эрнере ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччӑсем валли пухса ячӗ. Посылкӑсенчен пӗринче ӑшӑ нускисем пулсан, тепринче Таскира Вахитовна пылак ҫимӗҫ те, супӑнь те пухнă. Унчченрех те вăл янă пулнӑ.
– Урисене ӑшӑ пултăр, «тӑван енчен килнӗ», текен туйӑм каччăсене вӑй патӑр, – тет вӑл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев