Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хӗвел пайăрки усӑллӑ та сиенлӗ

Сывлăх

Хӗвел ҫине тухсан ӳт сиенлӗ ультрафиолет пайӑркисенчен хӳтӗленме тытӑнать: меланинпа пуян ҫӗнӗ клеткӑсем кăларса тăратать. 

Ҫак клеткӑсем ультрафиолет пайӑркисене ҫӑтаҫҫӗ, ӳте пӗҫертесрен сыхлаҫҫӗ. Шӑпах меланин ӳт-тире тӗксӗмлетет те ӗнтӗ.
Хӗвел ҫути, пӗр енчен, пысӑк усӑ парать. Ультрафиолет пайӑркисем пӗтӗм организмăн ӗҫ-хӗлне сиплӗх параççӗ, япаласен ылмашӑнӑвне лайӑхлатаҫҫӗ, чир-чӗре хирӗҫ тӑрассине ӳстереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӑл сывлӑхшӑн кирлӗ Д витамин туса кӑларма пулӑшать.

Анчах хӗвел ҫинче нимӗнле хӳтӗлев мерисӗр нумай вӑхӑт пулни хăрушă кăтартусем патне илсе ҫитерме пултарать. Хӗвел пайӑркисем витӗм кӳнипе ӳт ватӑлать. Меланин ытлашши туса кӑларни, çаплах, рак патне те илсе ҫитерме пултарать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев