Хыпарсем

Хӑвăн ӗҫне пуҫӑнма патшалӑх пулӑшӑвӗ

Социаллă контракт

Ҫӗпрел районӗнче социаллӑ контракт пулӑшнипе районта пурӑнакансем ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеҫҫӗ, професси ӗҫ-хӗлне анлӑлатаҫҫӗ, ҫемье тупӑшне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ. 

Паянхи кун 35 район çыннипе ҫакӑн пек социаллă контракт тунӑ. Вӗсен хушшинче – харпӑр хушма хуҫалӑх тытса пыракансем (7 çын), хӑйсен ӗҫне тин ҫеҫ пуҫӑнакансем (6 çын)  тата ӗҫе вырнаҫма пулӑшакан пулӑшу илекенсем (18 çын) пур. 

Районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пайăн ертӳçи Лилия Ракипова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, программӑн тӗп тӗллевӗ – сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пурлӑх енчен вӗсен лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пулӑшасси, яланхи  тупӑш ҫӑлкуҫӗ туса хурасси тата малашне хӑйсене хӑйсем ӗçпе  тивӗҫтерме пулăшасси. 

Хăйсен ӗçне уçас текенсене патшалăх 150 пин тенке таран укçа уйăрса пама пултарать.

– Хăйсен ӗçне пуҫласа яма предпринимательсене 350 пин тенкӗ таран, харпӑр хушма хуҫалӑх тытса пыракансене – 200 пин тенкӗ таран патшалӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Ӗҫе вырнаҫтарас тӗллевлӗ контрактсем тӑрӑх тӑватӑ тӳлев пӑхса хӑварнӑ. Социаллӑ контракт тума ҫемье тупӑшне тишкереççӗ, хӑйсен ӗҫне уҫас текенсем тест иртеççӗ, бизнес-план хатӗрлеҫҫӗ, ӑна комисси умӗнче хӳтӗлеҫҫӗ, – тет ертӳҫӗ.

Патшалӑх пулӑшӑвӗпе тӗллевлӗ усӑ курмалла. Социаллӑ контрактпа укҫа илекенсен ӗҫ-хӗлне комисси контрольте тытса тӑрать. 

– Туяннӑ оборудовани бизнес-планпа килӗшсе тӑмалла, кашни тӑкака документпа ҫирӗплетмелле. Укҫа-тенкӗпе ытти тӗллевпе усӑ курма, туяннӑ оборудовани пирки тӗрӗс мар информаци пама е тишкернӗ вӑхӑтра тӗрӗс мар даннăйсем пама юрамасть. Кун пек тӗслӗхсем тупӑнсан укҫа-тенке туллин е пайăн тавӑрса пама тивӗçлӗ пулатăн. Ҫавӑнпа та патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫине яваплӑн пӑхмалла, унӑн кашни тенкине тивӗҫлӗ тӗллевсем ҫине ямалла, – тесе палӑртать районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пайăн ертӳçи Лилия Ракипова.

Социаллӑ контракт вӑл – ҫынна хӑйӗн пулнă майӗсене вăя кӗртме, хӑйӗн професси опычӗпе усӑ курма тата хӑйӗн ҫемйи валли ялан тупӑш ҫӑлкуҫӗ тума май паракан мера. Унӑн кӑтартӑвӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе тӗрӗс усӑ курнинчен тата контракт илекен хӑйӗн ӗҫӗ ҫине яваплӑ пӑхнинчен килет.

 


Нет комментариев