Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хушма кану кунӗсем кӗтеҫҫӗ

Ноябрь пуҫламӑшӗнче Тутарстан çыннисене виҫӗ кунлăх ӗҫ эрни кӗтет.

РФ Ӗҫ кодексӗн 112 статйипе килӗшӳллӗн, ноябрӗн 4-мӗшӗ — Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ — уяв кунӗ пулса шутланать. Кӑҫал вӑл тунтикуна тӳрӗ килет.

«Тутарстан Республикин уяв кунӗсемпе паллă датăсем çинчен» ТР Законӗпе килӗшӳллӗн ноябрӗн 6-мӗшӗ — Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗ те уяв кунӗ пулса тӑрать. Кӑҫал вӑл юнкун пулать.

Çав вăхăтра октябрь вӗҫӗнче — ноябрь пуҫламӑшӗнче Раҫҫей ҫыннисен ултӑ кун умлӑн-хыҫлӑн ӗҫлеме тӳрӗ килӗ. Ноябрӗн 2-мӗшне, шăматкунхи канмалли куна, апрелӗн 30-мӗшне куҫарчӗç.

РФ Ӗҫ кодексӗн 95 статйипе килӗшӳллӗн кану умӗнхи ӗҫ кунӗ пӗр сехетлӗхе чакать. Апла пулсан, ноябрӗн 2-мӗшӗнче, шӑматкун, тата ноябрӗн 5-мӗшӗнче ҫапла пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев