Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хусканура пулни – унӑн пурнӑҫ йӗрки

Ҫар ҫыннисене – нуски тата маскировка сеткисем... Нина Спиридонова ҫӗнтерӗве хӑйне майлă пай кӗртет

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн, районти ялсенче пурӑнакансем, ҫӗнтерӗве хӑйсенчен пай кӗртес тесе, кам-тăр ӑшӑ нуски ҫыхма тытӑнчӗ, хӑшӗ-пӗрисем лапша каснă, хӑшӗсем маскировка сетки ҫыхнă çӗрте активлă хутшӑнма пуçларӗç.

Вӗсен хушшинче Матак ялӗнче пурӑнакан пирӗн статьян геройӗ Нина Даниловна Спиридонова та пур. Вӑл – ашшӗнчен виçӗ уйăхра юлнă, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ фронтовикăн  хӗрӗ.

– Аттерен асăнмалăх пӗртен-пӗр сӑн ӳкерчӗк кăна юлнӑччӗ, çавна пăхса ӳсрӗм, – тесе ачалӑхне аса илет Нина Даниловна. Амӑшӗ Татьяна Филипповна ҫав ҫулсенче ачисем выҫӑ ан ларччӑр тесе, кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗҫлет. Нина аппа та, кăштах ӳссен, амӑшне пулӑшма тытӑнать. Тырпул та вырать, кӗлте те ҫыхать, вӑрмана вутӑ-шанкă пуҫтарма та амăшӗпе пӗрле ҫӳрет. «Ытах пулăшаймасан та, анне хăйне юлташ пултӑр тенӗ пулӗ, мана хӑйпе пӗрле илсе çӳрерӗ», – тет Нина аппа ҫав ҫулсене аса илсе. 

Шкулта та нумай вӗренеймен вӑл. 14 ҫул тултарсанах ялта почтальонка пулса ӗҫлеме пуҫлать, ҫулла чӗкӗнтӗр ани çинче çум çумлать. Каярахпа «икӗ ӗҫе те ӗлкӗрейместӗп» тесе почтӑран ӗçрен тухать. «Чӗкӗнтӗре ҫулла ҫеҫ çумламалла вӗт, почтӑран ан кай, тесе канаш параканни пулман-тăр çав, эпӗ хамӑн ӗҫе питӗ юратса пурнăçлаттăмччӗ те», – тет вӑл.

Унтан колхоза фермӑна ӗҫлеме каять. Чылай ҫул дояркӑра вӑй хурать. Фермӑра ӗҫ ҫӑмӑл мар. Ушкӑнри сӑвакан 22 ӗнене алӑпа сӑвать, сӗтне витрепе йăтса, пичӗкене кайса пушатать. Ӗнесен айне те тасатмалла, апатне те памалла, пӗр сӑмахпа каласан, трактор тăвакан ӗҫсене те дояркӑсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Кашни ҫул тенӗ пекех, Нина Даниловнана малта пыракан доярка пулнă май, района чӗнсе, парнесем парса чыслаҫҫӗ.

Чипер хӗр, пӗр ял ҫыннипе, ӗçчен те маттур каччăпа Виталий Петровичпа çемье çавăрать. Ҫемьере 9 ача ҫут тӗнчене килет. Мăшăрӗ  те колхозра вӑй хурать. Нина Даниловнан хуйхи те нумай пулнă çав. Виҫӗ ачи тата мӑшӑрӗ çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. 
Паян вӑл хӑйӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать. Ялта тата район центрӗнче пурӑнакан ывӑлӗсем, хӗрӗсем амӑшне яланах пулӑшаҫҫӗ. 
«Пӗтӗм çӗршывӗпе ҫынсем ҫӗнтерӗве хӑйсенчен пай кӗртме пуçласан, эпӗ те ҫапӑҫу хирӗнчи каччăсене пулӑшма тивӗçлӗ, текен шухӑшпа пурӑнма пуҫларӑм», – тесе калаçать ялăн аслă çулсенчи çынни.

Нина Даниловна, чи малтан, сурӑх ҫӑмне, çипне, йӗпписене хатӗрлет. Сурăх çăмне килӗнчех хăех тасатать, чавать, арлать, унтан майӗпен ҫыхма тытӑнать. Ҫапла пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫемҫе, ӑшӑ, ҫӑм нускисем килсе тухаççӗ.

– Пӗчӗкренех нуски, ӑшӑ, ҫӑм кофтăсем ҫыхса ӳснӗ ăру, çавсене тăхăнса ӳснӗ хӗр вӗт эпӗ, ачамсем валли те хамах ҫыхаттăмччӗ. Пӗлнӗ алă ӗçӗ манӑҫăнмасть. Вӗреннӗ ӗçӗм хӗллехи вӑрӑм каҫсене усӑллӑ ирттерме питӗ пулăшать, – тет вăл.

«Пуҫланӑ ӗҫ, вӗҫленнӗ ӗҫ», – теҫҫӗ халӑхра. Майӗпен ӗҫ те палӑрма пуҫлать, ҫыхнӑ нускисем те нумайлансах пыраççӗ. Нина Даниловна вӗсене курупкасене тултарса, ял тӑрӑхне ҫар ҫыннисем валли тесе, кӳрсе парать.

Ялта ҫар ҫыннисем валли маскировка сетки ҫыхни ҫинчен илтсен, вăл та вӗсем ҫумне хушăнать.

– Аслă çулсенче пулнăран, нумай ӗҫ тӑваймастӑн, мана сетка ҫыхма хӑюсем касма хушрӗҫ. Ку та питӗ яваплӑ ӗç, пӗр кун сиктермесӗр çӳреме тӑрӑшатӑп, – тет Нина аппа. – Çапла, килте салхулланса ларма вӑхӑт ҫук. Кӑнтӑрла эпӗ ялти Культура çуртне каятӑп, хӗрсене маскировка сетки ҫыхма пулӑшатӑп, унтан таврăнсан, ял ҫыннисен ушкӑнӗпе пӗрле, вӑрман сывлӑшӗпе киленме ҫуран утатпӑр. Каҫхине каллех нуски ҫыхма ларатӑп. Кӑҫал хӗлле юр та нумай çурӗ, тасатса ҫеҫ ӗлкӗр. «Пире те кӗтсе тăмастăн», тесе, ачамсем те пăшăрханаççӗ маншăн. Алӑра вӑй пур чухне, мӗнле кӗтсе ларăн-ха. «Хусканура – перекет», – тесе ахальтен каламан пуль, – тет Нина Даниловна, шӳтне те, чăнлăха та хушса.

Нина Даниловнан 14 мӑнук тата 12 кӗҫӗн мӑнук пур. Уявсенче, канмалли кунсенче вӗсен сассипе пӳрчӗ кӗрлесе тăрать. Нумаях пулмасть, палăртса ирттернӗ 85 ҫулхи юбилейне те ачисем, мăнукӗсем, тус-тăванӗсем пӗрле пуçтарăннă пулнă. Ыр кăмăллă волонтера саламлама Матак ял тӑрӑхӗнчен те, волонтерсем килнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев