Уява мӗн ӗлӗкрен кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен ирттернӗ
Чӑвашсен тӗрлӗ вӑхӑтра пуçланса кайнă уявсемпе йӑла-йӗркесем пур. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ӗмӗртен пыракан историллӗ, хӑйсен наци хӑйне евӗрлӗхне упраса паянхи кунччен пурӑнать. Уявсем яланах халӑх пурнӑҫӗн ҫутӑ енӗсенчен пӗри пулнӑ: вӗсем пурнӑҫа тӗрлӗ пултарулӑх формисемпе – вӑйӑпа, музыкӑпа, юрӑпа, ташӑпа – пуянлатнӑ, йӑпанупа савӑнӑҫ парнеленӗ, йывăр ӗҫе çăмăллатнă, савӑнма сӑлтав панӑ.
Ҫавӑн пек уявсенчен пӗри – «Кӗр сăри». Ӑна яланах октябрь уйӑхӗн юлашки кӗҫнерникунӗнче ирттернӗ. Уява кӗрхи ҫӗр ӗҫ ӗҫӗсене вӗҫленнине, ҫӗнӗ тухӑҫпа ҫӗнӗ сӑрана сӑваплассине халалланӑ.
Шӑпах çак вăхăтра, Хулаҫырми ялӗнче тивӗçлӗ канури, 75 ҫулти Татьяна Николаевна Виноходован хуҫалӑхӗнче уяв йӗркелерӗç. Вӑл виҫӗ ачипе, 10 мӑнукӗпе тата пӗр кӗçӗн мӑнукӗпе мăнаçланать. Унӑн пуҫарӑвне ялти хастар, аслă çулсенчи çын, ял тăрăхне нумай çул ертсе пынă Сергей Ананьевич Салифанов тата Татьяна Николаевнан хӗрӗ Çӗнӗ Чакă ял клубӗн заведующийӗ Ирина Каранкина (ултӑ ача амӑшӗ) ырланă.
Уяв историйӗ
Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре Татьяна Виноходцеван килӗ умӗнче унӑн мӑнукӗсем – Хулаҫырми вӑтам шкулӗнче вӗренекен Максим, Оксана тата Алина Каранкинсем – хаклӑ хӑнасене, вырӑнти предпринимательсемпе тырпул ӑстисене чаплӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсене ҫӗнӗ тырпулран пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа техӗмлӗ ҫӗнӗ кăна тунă сӑра тутанса пӑхма сӗнчӗҫ. Хӑнасем хушшинче Петр Архипов, Александр Исли тата Александр Юркин пурччӗ. Уява фермера Валерий Салифанова та чӗннӗччӗ, анчах унӑн ӗҫӗсемпе тухса кайма тивнӗ. Хисеплӗ хӑнасене кӗтсе илесси ҫӗр ӗҫченӗсен «Алран кайми аки-сухи» гимнӗпе иртрӗ.
Малалла Сергей Ананьевич Салифанов иртнӗ ӗмӗрӗн 50-60-мӗш ҫулӗсенче Хулаҫырми ялӗнче уява мӗнле ирттерни ҫинчен пухӑннисене кӗскен каласа пачӗ. Ҫак уявсене вырма ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, кашни урамри пӗр ҫуртра йӗркеленине палӑртрӗ вӑл. Уява ирттерме чи аслине суйланă, вăл купӑсҫӑна суйласа илнӗ (ялта хăйсен купăсçи ҫитмен пулсан, кӳршӗ ялсенчен тара тытнӑ). Ҫурт пушӑ пулсан, хастарсем вутӑпа тивӗҫтерессишӗн, йӗркене тытса пырассишӗн, ҫавӑн пекех лампӑсем валли краҫҫын хатӗрлессишӗн яваплăха хăйсем çине илнӗ. Анчах та 70-мӗш ҫулсенче çак ырă йăла пăрахăçа тухнă.
Уяв хуҫи Татьяна Виноходова каланӑ тӑрӑх, Хулаçырми ялӗнче, ниме пӑхмасӑр, уява унӑн килӗнче виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫурт маларах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ Петр Егоровпа унӑн мăшăрӗн Лизӑн пулнӑ. Татьяна Николаевна ӑна темиҫе ҫул каялла туяннӑ, тасалăхра тытать, хăтлăхра пурӑнать. Ҫуртӑн фасадне кӗрхи сăнсемпе тулнă баннерсемпе хитрен илемлетнӗ. Ку ӗҫре Надежда Федоровна Мокшина ертсе пыракан Хулаçырми вӑтам шкулӗн хастарӗсем, вӗренекенӗсем пулӑшнӑ.
Ҫуртӑн шалти капӑрлӑхӗ те уява хутшӑнакансене тӗлӗнтерчӗ. Кунта тӗрӗллӗ алшӑллисем те, килте тӗртнӗ кавирсем те, алӑпа ӑсталанӑ чӑваш эрешӗсем те пур. Хӑш-пӗр ӗҫе курава ал ӑсти тата юрӑҫ, тивӗçлӗ канури Нина Тарасова та илсе килнӗ.
Кил хуҫи Татьяна Виноходцева, ӗлӗкхи йăлапа, ҫӗнӗ тырă ӳстернӗ тырпул ӑстисене тав туса кӗлӗ вуларӗ. Вӑл, çавăн пекех, фермерсене, хăйӗн пенси укҫипе илнӗ, асӑнмалӑх парнесем те пачӗ. Татьяна Николаевна хӑнасем валли уяв сӗтелӗ те хатӗрленӗччӗ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе ҫӑмӑллатас тесе, хӑнасем те хӑйсен кучченеҫӗсемпе килнӗ, анчах тӗп пайне кил хуҫи хӑй темиçе кун хатӗрленӗ.
Мӗн ӗлӗкрен чӑвашсен уяв сӗтелӗн тӗп атрибучӗ сӑра шутланнӑ. Техӗмлӗ сӑра хатӗрлемелли технологийӗн вăрттăнлăхӗпе Нина Юркина хаваспах паллаштарчӗ.
Чӑваш халӑх юррисене кăмăллакан Нина Степановна Тарасова ертсе пыракан вырӑнти «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ (коллектива куçарса яраканӗ Хулаçырми ялӗнчи клуб ӗçченӗ Клара Портнова пулчӗ) хастар хутшӑнни те программӑна илем хушрӗ. 10 ҫынран тӑракан коллектива 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ҫак çулсен хушшинче юрӑҫсем чӑваш халӑхӗн юрӑ пултарулӑхне упраса хӑварас тата ҫӗнӗрен чӗртес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ, ялти кӑна мар, районти нумай культура мероприятийӗсенче тата наци уявӗсенче хутшӑнакансем тата дипломантсем пулса тӑнӑ. Вӗсем хӑнасене халӑх тата хӑна юррисемпе савӑнтарчӗҫ, çак йӗркесен авторӗ Геннадий Карсаков купӑс каланă май, такмаксем каласа хӗрӳллӗн ташларӗҫ.
Хӑнасем уява йӗркелекен Татьяна Виноходована чун-чӗререн тав турӗҫ, сывлӑх сунчӗҫ, ҫакӑн пек мероприятие малашне те малалла ирттерсе тăма сӗнчӗҫ.
Нет комментариев