Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хулаçырминче туслă халăх пурăнать

Иртнӗ канмалли кунсенче ялта культурӑпа спорт мероприятийӗсем иртрӗҫ

Мероприятие Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн, Тутарстан Республикинчи ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗсен шайӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа ирттерчӗç.

Уяв хӑнисем: районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, ентешӗмӗр Петр Кадуков мероприре хутшӑнакансене уяв ячӗпе саламларӗҫ, ӑшӑ сунăмӗсене пӗлтерчӗç.

– Хальхи вăхăтра ентешӗмӗрсем ҫӗршыв анлӑшӗнче Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче 300 ытла ҫар ҫынни ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре вăй хурать. Паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗ ашшӗ-амӑшӗсене эпир тав тӑватпӑр. Тылра та ентешсем пысӑк ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ, пирӗн волонтерсем ҫӗнтерӗве хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ, – палӑртса иртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Айрат Залялов.

Ентешӗмӗр Петр Кадуков истори тепӗр хут пулнине çирӗплетсе иртрӗ. «Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пирӗн мӑн асаттесемпе аттесем, хӗрарӑмсем Çӗнтерӗве хăйсенчен пысăк пай кӗртнӗ пулсан, паян вӗсен ырми-канми тӑрӑшулӑхне каччăсем-çар çынсем, ял халăхӗ малалла тӑсать, – терӗ, пурне те ырӑ ӗҫӗсемшӗн тав турӗ.

Хулаҫырминче, районти ытти ялсенчи пекех, волонтерсем пухӑнса маскировка сетки ҫыхассине, окоп ҫурти ӑсталассине, килти лапша касассине тата ыттине те йӗркелесе янă. Гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнакансене Петр Кадуков «ТУС» компанийӗн генеральнӑй директорӗн Николай Угасловăн ячӗпе тав турӗ, парнесем пачӗ. Ҫак кун чи аслă волонтера – Татьяна Виноходована 75 ҫул тултарнă ятпа та чысларӗҫ.

«Ҫӗнтерӳ сеткине çыхатпăр» («Плетём сети Победы») волонтерсен ушкӑнӗн ертӳҫи Елена Кириллова хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартрӗ.

Уявӑн иккӗмӗш пайӗ урамра Ҫӑварни уявӗпе малалла тӑсӑлчӗ, унта ялти хӑйпултарулӑхпа культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем концерт номерӗсемпе ял-йыша хавхалантарчӗç, вӑйӑсем йӗркелерӗҫ. Сӑмаварсенче чей вӗресе тăчӗ, ял-йышпа хӑнасем тутлӑ икерчӗпе сӑйланчӗç.

Хоккей площадкинче «ТУС» кампанийӗн тата Хулаҫырми ял командисем хушшинче тренерӗ Валентин Маняков) ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланă юлташла турнир иртрӗ. 

Уяв мероприятийӗсене вара, Хулаçырми вăтам шкулӗн, культура ӗçченӗсем ял тăрăхӗн активӗпе пӗрле йӗркеленӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев