Хуçасăр йытăсем пулмаççӗ
Ку кирлӗ!
2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен килти чӗрчунсем тӗлӗшпе ҫӗнӗ требованисем кӗртнӗччӗ.
Тутарстанра пурӗ 62 пин йытта чипланӑ. Ку обязательный пулса шутланать – пурнӑҫламасан ӑна, штраф тӳлесси кӗтет. Кун пирки районти тӗп ветеринари врачӗ Расим Низамов пӗлтерчӗ.
Тепӗр тесен, чипласси йытӑсене кӑна пырса тивмест. Темиҫе ҫул каялла ҫакнашкал лару-тӑрӑва мӑйракаллӑ шултра выльӑх тӗлӗшпе те йышӑннӑ. Паян ветеринари ӗҫченӗсем ӗнесене, пӑрусене, лашасене, сурӑхсене, качакасене кӑна мар, йытӑсене, кушаксене, чӑхсене, пыл хурчӗсене те чипламаллине аса илтереҫҫӗ. Асӑннӑ процедурӑна ирттерни, пӗрремӗшӗнчен, палӑртнӑ тӑрӑхра пурӑнакан чӗрчунсен, выльăхсен йышне пӗлессишӗн кирлӗ пулни, иккӗмӗшӗнчен, тӗрлӗ инфекци килсе тухсан профилактика ирттерме пулӑшӗ. Çак списокра йытӑ усракансем уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӗп ветеринари врачӗ Расим Низамов каланӑ тӑрӑх, йытӑсем юлашки ҫулсенче обществӑра уйрăмах хӑрушлăх кăларса тăратакансем пулса шутланаҫҫӗ.
«Хаҫат-журналсенче, радиопа телекуравра йытӑсем ҫынсене, ачасене тапӑнни, ҫыртни çинчен илтме тӳр килет. Хурлӑхлӑ тӗслӗхсем нумай. Ҫавӑнпа йытӑсене чипласси – пӗлтерӗшлӗ ыйту. Урамра çӳрекен йытӑсем пурте килсӗр-ҫуртсӑр мар вӗт. Вӗсенчен чылайӑшӗн мӑй ҫыххи пур. Кун пек тӗслӗхре хуҫа уншӑн явап тытма тивӗçлӗ», – тет врач. – Йытӑсене чипласси, системӑна кӗртесси тӳлевлӗ тата çывхартса шутласан 400 тенке тӳрӗ килет. Чип вӑл – рис пӗрчинчен те пысӑках мар микросхема. Ӑна ӳт айне кӗртеҫҫӗ. Инъекци пачах сиенсӗр, ыратусӑр. Чипра чӗрчунăн ăрăвӗ, тӗсӗ тата чи кирли – хуҫасен контакчӗсем ҫинчен информаци пур, вӗсем пӗрлехи базӑра упранаççӗ. Вӗсене кирек мӗнле ветеринари клиникинче те сканер пулăшнипе хӑвӑрт пӗлме пулать. Хӑйсен йыттисене чиплама килӗшмен хуҫасене кӑҫалтан 4 пине яхӑн штраф тӳлеттерӗҫ. Тепӗр хут штраф виҫи ҫулталӑк тӑршшӗнче тата та ӳсет».
Йытă çурине, ҫуралнă хыççăн, виҫӗ уйӑх хушшинче чипламалла. Виҫӗ уйӑхран аслӑрах йытӑ туяннă тӗслӗхре, ӑна регистрацилеме 30 кун параҫҫӗ.
Килсӗр йытӑсен проблеми – ҫивӗч ыйту, кун пирки халӑх пухӑвӗсенче те нумай калаҫаҫҫӗ.
Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин:
– Кашни ҫулах район администрацийӗ йытӑсене тытас, вӗсене вакцинацилес, стерилизацилес енӗпе ятарлӑ организацисемпе килӗшӳсем тӑвать. Ку та лайăх кӑтартусем парать. Сывӑ тесе йышӑннӑ йытӑсене стерилизацилеҫҫӗ, урнӑ чиртен вакцинацилеҫҫӗ, ятарлӑ паллӑпа паллӑ тӑваҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ирӗке яраҫҫӗ. Йышӑннӑ ҫӗнӗ закон ҫынсене хăйсен йыттисемшӗн яваплӑха ӳстерӗ, – тесе шанатпăр.
Ветеринари ӗҫ-ченӗсем февраль уйӑхӗнчен пуçласа, йыттисене чӗлпӗрсӗр çӳретекен хуҫасене тупса палӑртассипе рейдсем ирттерме тытӑнӗҫ.
Расим Низамов:
Ҫӗпрел районӗн терри-торийӗнче çывхартса шутласан 1400 йытӑ шутланать. Вӗсенчен паянхи кун тӗлне 946шне чипланӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев