Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хӑрушсӑрлӑх хамӑртан килет

01 служба

2025 ҫулта районта 26 пушар регистрациленӗ. Ку унчченхинчен 4 ытларах.


2026 ҫулăн январь уйӑхӗнче пӗр пушар килсе тухнă. Ку вӑл ӑшӑтмалли приборӑн электричество пралукӗсем ҫине ытлашши нагрузка пулнипе килсе тухнă. Телее, хуҫисем вут-çулăма вӑхӑтра асӑрханӑ, вӑл хуҫалӑха пысӑк сиен кӳмен.


Пӑва тата Çӗпрел муниципаллӑ районӗсенчи надзор ӗҫӗ-хӗлӗпе профилактика ӗҫӗн пайӗн аслӑ дознавателӗ, шалти ӗçсен капитанӗ Ильдус Валиуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарсем тухнин тӗп сӑлтавӗсем электричество оборудованисене тӗрӗс мар вырнаҫтарни тата эксплуатаци правилисене пӑсни, кӑмакапа ӑшӑтмалли приборсем юсавсӑр пулни, вутпа асӑрханусӑр усӑ курни пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулма, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнма чӗнсе калать. Çавна май, электричество пралукӗсем юсавлӑхне тӗрӗслесе тăмалла, ӑшӑтмалли приборсемпе асӑрхануллӑ пулмалла, кӑмакасене, тӗтӗм-çулăм каналӗсене пăхса тăмалла, эрех-сӑра ӗҫмелле мар, килте пирус туртмалла мар.


Ильдус Валиуллин ҫуртсенче пушар хыпарҫисене вырнаҫтарни инкекрен хӑтӑлмалли шанчӑклӑ мел, тесе шутлать. Иртнӗ çулсенче, çакăн пек пушар хыпарçисем районти ватӑ ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хăварнă. 

 
– Асра тытăр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене çирӗп пăхăнмалла. Хӑвӑра тата ҫывӑх ҫыннӑрсене сыхлăр. Пушар килсе тухнă вăхăтра, ҫийӗнчех, 101, 112, 01 телефон  номерӗсемпе шӑнкӑравлӑр, – тет аслӑ дознаватель.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев