Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗ пурнӑҫа ҫӑлать
Сыхă пулăр!
Час-часах районăн ҫулӗсем çинче ГИБДД ӗҫченӗсем «Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗ» ятпа ятарлӑ профилактика мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Тӗллевӗ – ансат, анчах пурнӑҫшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ правилăсене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑрасси: машинӑри кашни ҫынна хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхăнма хăнăхтарасси.
Çакă нумай çынна вак-тӗвек пек туйӑнать. Анчах та, автомобиле заводра хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе оборудованиленӗ иккен, вӗсемпе усӑ курманни – хӑвна кӑна мар, пассажирсемшӗн те хăрушлăх кăларса тăратни пулса шутланать.
Хальхи технологисем те сыхă пулма чӗнеҫҫӗ. Хăрушсăрлăх пиҫиххийӗпе ҫыхăн-маннисене автоматла фиксацилекен фото-тата видеокамерӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Кун пек чухне штраф автомобиль хуҫине лекет. Анчах укҫа ҫухатни – чи пысӑк ҫухату мар.
Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗ:
Малти ларкӑч ҫинчи водительпе пассажир пурнӑҫне ҫӑлас шанӑҫа 50% ӳстерет.
Хыҫалти ларкӑч ҫинчи пассажирсемшӗн хӑрушлӑха 25 процент чакарать.
Енчен те втомобиль çаврăнса хуплансан, чӗрӗ юлас шанӑҫа 5 хут ӳстерет.
Цифрӑсем хыҫӗнче – пин-пин ҫынна трагедиллӗ вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ пурнӑҫ. Тата пинӗ-пинӗшӗ вара, хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнманнисем, ӗмӗрлӗхех суранланса юлнă е ҫемйисене ҫухатнă.
Хӑрушсӑрлӑх пиҫих-хихийӗпе çыхăнни – хӑвӑра тата ҫывӑх ҫыннӑрсен тӗлӗшӗпе пысӑк яваплӑх. Ҫумӑр-и, е юр, е уяр çанталăк – трагеди пӗр самантрах пулма пултарать. Пӗр хускану – алӑ тӑсса, пиҫиххине лектерни вара – хӑрушсӑр, ҫутӑ малашлӑха ҫул.
Цифрăсем
2026 ҫулăн икӗ уйӑхӗнче республикӑра 357 çул-йӗр-транспорт аварийӗ палăрнă, вӗсенче 52 ҫыннăн пурнăçӗ татăлнă, 456шӗ сиен курнӑ.
2025 ҫулта ӳсӗр водительсен айӑпӗпе 237 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнӑ, вӗсенче 54 ҫын вилнӗ, 298шӗ сиен курнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев