Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хӑрушсӑрлӑх

Сыхă пулăр!

Асӑрханӑр, ҫурт тӑрринчен юр ишӗлсе анас хӑрушлӑх пур.

Урамра ҫуркунне çитни сисӗнет. Ӑшӑ кунсем пуҫланнине пула, çурт тӑррисенчен юр шуса анма пуҫларӗ. Çурт тӑрринчи юр шуса анни вара, зданишӗн те, иртен-ҫӳреншӗн те пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Йывӑр юр масси кӗтмен çӗртен шуса анса, пысӑк сиен кӳме пултарать. Ҫавӑнпа организацисен, предприятисен ертӳҫисен, ҫурт-йӗр хуҫисен ҫурт тӑррисене вӑхӑтра юртан тасатмалла. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тунтикунхи канашлура пӗлтерчӗ. 

Канашлура, ҫавӑн пекех, ачасен хӑрушӑ зонӑсенче пулма юраманнине, вӗсем  çине уйрӑмах тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ. Автомобиль хуҫисене карнизсем хӗрринче пӑр катӑкӗсем пулса кайнӑ е юр массисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫуртсемпе сооруженисем ҫывӑхӗнче машинӑсем лартма юрамасть, ватӑсемпе чирлӗ ҫынсен  тӗлӗшпе  тимлӗ пулма, кирлӗ пулсан вӗсене пулӑшу пама сӗнчӗ.

Организацисемпе предприятисен ертӳҫисене ҫурт тӑррисенчен юр хутламне антарма задача палăртрӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев