Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Хӑрушлӑхсӑр кустӑрма» – ҫамрӑк инспекторсем валли экзамен

Çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗ

ивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре ҫул-йӗр юхăмӗн ҫамрӑк инспекторӗсен «Хӑрушлӑхсӑр кустӑрма» республикӑри конкурсӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. 

Мероприятие Раҫҫей Патшалӑх автоинспекцийӗ 90 ҫул тултарнине палăртнă май ирттерчӗç. Асӑннӑ конкурсӑн тӗллевӗ – ачасене ҫул-йӗр-транспорт травматизмӗ илесрен асăрхаттарсси, ҫулсем ҫинче хӑрушсӑр çӳремелли правилӑсен пӗлӗвне ҫирӗплетесси тата вӗсене пропагандӑлама хутшӑнтарасси, ачасене ҫамрӑк инспекторсен отрячӗсене явӑҫтарасси, сывӑ та хӑрушлӑхсӑр пурнӑҫ йӗркин культурине йӗркелесси.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, районти çутӗç пайӗн пуҫлӑхӗ Газинур Халиуллов, районти çутӗç пайӗн пуҫлӑхӗн вӗренӳпе вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ильнур Мавзютов, Хусан хулин «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» учрежденийӗн профилактика пайӗн Пӑва уйрӑмӗнчи ертсе пыракан специалисчӗ Диана Мухаметшина, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД управленийӗн автоинспекторӗ Ленар Волков ҫамрӑк инспекторсене саламларӗç, ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче командӑсем ҫул-йӗр правилисене пӗлес, пӗрремӗш пулӑшу парас тата велосипедпа фигурӑллӑ ярӑнас ӑсталӑх енӗпе тупӑшрӗç, ҫавӑн пекех, хӑйсене автогородокра сăнаса пăхрӗç. Пур команда та, килти задани пулнă май, ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе пултарулӑх номерӗсем те хатӗрлесе килнӗччӗ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, арҫын ачасен хушшинче уйрăм зачетра Станислав Фадеев (Чӑваш – ҫӗпрел вăтам шкулӗ) 1-мӗш вырӑна, Арсений Чернов (Упи  вăтам шкулӗ) 2-мӗш вырӑна, Матвей Сердцев (Упи  вăтам шкулӗ) 3-мӗш вырӑна, Раяз Сайфутдинов (Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗ) 4-мӗш вырӑна, Ильяз Исхаков (1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗ) 5-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗç.
Хӗрсен хушшинче харпӑр зачетра 1-мӗш вырӑна Эвелина Ятманова (Çӗнӗ Упи  тӗп пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул), 2-мӗш вырӑна Арина Арьяхова (Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗ), 3-мӗш вырӑна Мария Катина (Аслă Аксу вăтам шкулӗ), 4-мӗш вырӑна Алина Мискина (Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗ), 5-мӗш вырӑна Анна Васильева (Хулаçырми вăтам шкулӗ) йышӑнчӗç.

«Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пӗрле» творчество конкурсӗнче 1-мӗш вырӑна Аслă Аксу вăтам шкулӗ, 2-мӗш вырӑна Кивӗ Чукал вăтам шкулӗ, 3-мӗш вырӑна Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей çӗнсе илчӗç.

Командăсем хушшинче Чӑваш Ҫӗпрелӗ вӑтам шкулӗ – 1-мӗш вырӑна, Ҫӗнӗ Уби тӗп шкулӗ – 2-мӗш вырӑна, Аслă Аксу вăтам шкулӗ 3-мӗш вырӑна тухрӗç.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем, медальсем, кубоксем, парнесем пачӗҫ. Призсене «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» учрежденийӗн профилактика пайӗн Пӑвари уйрăмӗ хатӗрленӗччӗ.

Чӑваш Ҫӗпрел вăтам шкулӗн команди вара район чысне конкурсăн республика тапхӑрӗнче хӳтӗлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев