Хӗрсем мини-футбол енӗпе ăмăртрӗç
Шкулсенче
Аслă Аксу вӑтам шкулӗнче, вӗренекенсен Спартакиади шайӗнче, хӗрсен командисем хушшинче мини-футбол турнирӗ иртрӗ.
Ăмăртусем Тутарстан Республикинче Çар тата ӗҫ паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗ тата Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ шайӗнче иртрӗç, Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн призӗсене çӗнсе илессишӗн йӗркеленӗччӗ.
Спартакиадăра Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗ, Хулаçырми, Хурăнвар-Шăхаль, Ҫӗнӗ Йӗлмел, Шланка, Алешкин-Саплăк, Аслă Аксу вăтам шкулӗсен командисем хутшăнчӗç. Ҫамрӑксен ӗҫӗсен, туризм тата спорт пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов командӑсене лайӑх вӑйӑ, ӑнӑҫусем сунчӗ.
Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пӗрремӗш икӗ вырӑна Аслă Аксу вӑтам шкулӗнчи футболисткӑсен-хӗрсен команди ҫӗнсе илчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнчи хӗрсен команди йышӑнчӗ.
I, II, III призлӑ вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Митрошкин кубоксем, медальсем тата футбол мечӗкӗсем пачӗ.
I-мӗш вырӑн йышӑннӑ Аслă Аксу вăтам шкулӗн хӗрӗсен команди «Шкулăн футбол лигин» зона тапхӑрӗнче хутшӑнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев