Хыпарсем

«Холла» якорьне уҫрӗç

Календарьти дата

Алешкин-Саплăк ялӗнче Тинӗс-çар флочӗн кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.

Уявӑн тӗп пулӑмӗ – паркра асӑну палли – «Холла» якорь уҫӑлни пулчӗ. Палӑка йӗркелекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑл тинӗс флотӗнче службӑра тӑракансен паттӑрлӑхне аса илтерсе тăрӗ.

Мероприятие Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев хутшӑнчӗ, вӑл уяв ячӗпе саламларӗ, асӑну паллине хатӗрлекенсене Тав ҫырӑвӗсем пачӗ.

«Холла» якорьне уҫма Тинӗс-çар флочӗн ветеранне Борис Борисова тата Лӑпкӑ океан флочӗн, шывай киммин ветеранне Борис Елифанова ирӗк пачӗç. 

Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев:

– Асӑну якорӗ ял илемӗ кӑна мар, пирӗн ҫӗршывӑн тинӗс чиккисене сыхласа флотра службӑра тӑнӑ, халӗ те ҫак ҫарсенче службӑра тӑракан каччăсене хисеплемелли символ пулса тӑрӗ.

 


Нет комментариев