Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Холестерин шайне майӗпен чакарма

Сывлăх

Лимонпа ыхра. Тăватă пуç ыхрапа тăватă лимона аш арманӗпе авăртмалла. Вӗренӗ 3 литр шыва ярса тӗттӗм вырăнта 2-3 кун лартмалла. Сăрăхтармалла. Холодильникре пӗр эрне таран упрама юрать. Унтан çӗнӗрен хатӗрлемелле. Шӗвеке кунне 3 хут апат умӗн 100-шер миллилитр ӗçмелле. Курс – 40 кун. Вар-хырăм, пӳре чирлӗ чухне ӗçме юрамасть. 
 

Ӳсентăран шӗвекӗ. Вӗтетнӗ типӗ хурăн папкине, эмел курăкӗн /ромашка аптечная/, сарă кушак урин /бессмертник/ чечекне, сар çип утине /зверобой/ пӗр виçепе илсе хутăштармалла. 1 чей кашăкӗ пухха тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 30-40 минутран сăрăхтармалла, тӗпӗнчине пăчăртаса юхтармалла. 1 чей кашăкӗ пыл хушмалла. Ирсерен апатчен тата каçхине çывăрма выртас умӗн 1-ер стакан ăшăлла ӗçмелле. Курс – çулталăкра пӗрре 40 кун. 

Типӗ улма-çырла. Çуршар килограмм кирек мӗнле мăйăр тӗшшине, иçӗме, курагана, хура сливăна аш арманӗпе авăртмалла. Çăра пăтă пулмалăх пыл хушмалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 2-3 хут 1-ер апат кашăкӗ çимелле. Курс – хутăш пӗтиччен. 
Кукша пуç. Чӗрӗ кукша пуçа /одуванчик/ тымарӗпех тата чечекӗсӗр вӗтетмелле. 100 миллилитр шурă эрехе ямалла, 7-10 кунран сăрăхтармалла. Кунне 2 хут апат умӗн 20-шер тумлам ӗçмелле. Курс – 3 уйăх. 

Шăнăр    курăкӗн   /подорожник/ 1 апат кашăкӗ типӗ çулçине тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла. 10-15 минутран сăрăхтармалла. Пӗчӗк сыпкăмсемпе пӗр сехетре ӗçсе ямалла. Курс – 30 кун. 

Аçтăрхан мăйăрӗ. Аçтăрхан мăйăрӗн вӗтетнӗ 1 чей кашăкӗ шалти çурхахне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла. 5-10 минут вӗретмелле. Çулăм çинчен илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апат умӗн 1-ер апат кашăкӗ ӗçмелле. Курс – 30 кун.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев