Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Хӗлхем» ансамбль фестивалӗн дипломанчӗ

Фестиваль

Апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче Тутарстан Республикин ветеранӗсен пултарулӑх коллективӗсемпе ансамблӗсен, уйрăм юрлакансен «Балкыш» («Сияние») IX республика фестивалӗн гала-концерчӗ  иртрӗ. 

Кăçал ăна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланăччӗ. 

Гала-концерта пухӑннисене саламланӑ май, ТР Ветерансен обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков «Балкыш» фестиваль аслă çулсенчисемшӗн пӗлтерӗшлӗ проект пулнине палӑртса иртрӗ. Кӑҫал унта 27 пин ытла ҫын хутшӑнчӗ! «Балкыш» вăл – музыкăпа сӑмах, кӗвӗ тата ăшă тӗлпулусен уявӗ. «Балкыш» ҫулран-ҫул сарăлса та анлăланса пырать, – терӗ вăл.
Ҫавӑн пекех, аслă çулсенчи артистсемпе куракансене культура уявӗ ячӗпе Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Председателӗн ҫумӗ Юрий Камалтынов саламларӗ, вӑл конкурса хутшӑнакансене малалла ҫитӗнӳсем, куракансене вара, кăмăллă кану сунчӗ.

Ветерансен пӗрлештернӗ хорӗ уяв программине уҫрӗ. 

Фестивальте Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Людмилы Сердцева ертсе пыракан районти «Хӗлхем» чӑваш халӑх ансамблӗ чи хастар хутшӑнакан пулчӗ. Ансамбль йышӗнче: Зина Гордеева, Мария Бушуева (Хулаçырми ялӗ), Наталья Макарова, Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ), Нина Матросова, Светлана Кудрявцева, Зоя Кузнецова, Людмила Афанасьева (Чăваш Çӗпрел ялӗ), Лидия Насибуллина, Петр Гордеев (Кивӗ Çӗпрел ялӗ), Валерий Самойлов, Николай Наумов (Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ) тата Владимир Такмаков (Кивӗ Чакă ялӗ).

Ку республикӑри пенсионерсен хушшинче ҫакнашкал фестиваль лауреачӗсен пӗрремӗш гала-концерчӗ пулчӗ. Иккӗмӗш уяв концертне кӑҫалхи октябрь уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. 

Артистсен коллективӗ çакăн пек пысăк мероприятире хутшăнма май туса панăшăн район пуҫлӑхне Марат Гафарова тата районти ветерансен совечӗн ертӳçине Роза Насибуллинана пысӑк тав сӑмахӗ калать, вӗсене малалла та аслă çулсенчисемшӗн тăрăшма ăнăçусем сунать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев