Хӗллехи шинӑсем ҫине куҫма вӑхӑт
Хăрушсăрлăх
Ылтӑн кӗркуннен илемлӗ, хӗвеллӗ, ӑшӑ кунӗсем хыҫа юлаҫҫӗ, ҫак эрнере кунсем сивӗтӗҫ, каҫалапа вара температура тата ытларах чакӗ, çакă малтанхи пӑрсем курӑнма пултарассине пӗлтерет.
Специалистсем машина водителӗсене талӑкри вӑтам температура +5... + 7 таран чаксан тата яланах тӑм ӳкме пуçласан, хӗллехи шинăсем çине куçасси пирки шухăшлама сӗнеҫҫӗ.
«Кустӑрмаллӑ транспорт хатӗрӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен» таможня союзӗн техника регламентӗнче декабрь уйăхӗнчен пуҫласа февральччен ҫуллахи кустăрмасемпе усӑ курма юраманни çинчен каланă. Законра кăтартнă пек, водительсен хӗллехи шинӑсемпе усӑ курма тивӗçлӗ, вӗсем шипсемпе те, вӗсемсӗр те пулма пултараҫҫӗ, анчах ятарлӑ маркировкăсем пулсан.
Температура витӗмӗпе çуллахи кустӑрма питӗ хытӑ пулса каять тата эластикӑна ҫухатать. Ку ваара тормоз ҫулне вăрăмлатать. Кустӑрмана ҫанталӑк условийӗсене кура вӑхӑтра улӑштармалла, декабрӗн 1-мӗшӗ ҫитсен вара çакна пурпӗрех тумалла пулать.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, кустӑрмасене уçă çӗрте тытса тăма юрамасть — вӗсем хӑйсен пахалӑхне хӑвӑрт ҫухатаҫҫӗ. Кустӑрмасене сыхламалли чи лайӑх вырӑн — гараж.
Марат Якупов, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ:
— Чӑннипе, паянах хӗллехи резина ҫине куҫма ир-ха. Анчах ҫанталӑк хăвăрт улшӑнать. Ҫӗрле сивӗ, ирхине пӑр пулма пултарать. Ҫакӑ ҫул ҫинче пулса иртнекен инкеклӗ ӗҫ патне илсе ҫитерӗ. Ҫавӑнпа та хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалла, хӗллехи шинӑсене хатӗрлесе хумалла.
Малалла тăсса
Ҫанталӑк ҫинчен калас пулсан, ТР Гидрометорологи прогнозӗсем тӑрӑх, октябрӗн юлашки эрни ҫумӑрлӑ пулать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе йӗпе юр та çуса иртӗ. Ҫӗрле 0 градус таран сивӗтет, кӑнтӑрла термометр юписем +2 градус таран ҫӗкленеҫҫӗ.
Сӑмах май, Тутарстанра çак уйӑхӑн чи ӑшӑ кунӗ 2005 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче палăрнă — ӑшӑ 25 градуса яхӑн, чи сиввине вара — 1968 ҫулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче палăрнă, ун чухне 15 градус таран сивӗ пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев