Хӗле ăсатрăмăр...
Район центрӗнче йӑлана кӗнӗ культурӑпа кану мероприятийӗ иртрӗ
Иртенпех районти Культура çурчӗ умӗнчи площадкăра ярмӑркка кӗрлерӗ, районти хӑйпултарулӑх артисчӗсем хавхалантаракан юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илме район центрĕнче пурăнакансем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансем те йышлăн килсе çитнĕччӗ.
– Шкул ҫулӗсене таврӑннӑ пекех туйӑнчӗ мана. Çамрӑк чухне ҫакӑн пек уявсем епле йӗркелени асра юлнă. Хӗле ăсатса, ҫуркуннене кӗтсе илес тӗллевпе ирттеретчӗç вӗсене, – тесе калаçрӗ уява хӑнана килнӗ район çынни Айсылу Валиева.
Тӗп кану мероприятийӗсем ҫак кун «Чупрэле» кану паркӗнче иртрӗç. Районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ хаваслă вӑйӑсенче ачасем те, аслисем те хаваспах хутшӑнчӗҫ.
– Çакăн пек ансат, уявсене халӑх юратать. Халӑх кунта тăрăшса ӗҫлеме те, кăмăллăн канма та пӗлет, – тет районти Культура çурчӗн ертӳҫи Руслан Шарафутдинов. – Уявсем ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ. Çӗпрелсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, туслă, ăнланса пурӑнни савăнтарать. Хӗле ӑсат-нин уявӗ чун-чӗресенче упрантăр! Илемлӗ, лӑпкӑ ҫуркунне килсе ҫиттӗр!
Районти культура уйрӑмӗ ҫак кун «Хӗле ӑсатни» театрализациленӗ постановка та хатӗрленӗччӗ. Спорт вӑййисем те уявăн илемӗ пулчӗҫ. Уявра, вӑйăра хутшӑнакансем парнесем илчӗҫ, тутлӑ икерчӗпе те сӑйланчӗҫ.
– Уява йӗркелекенсене питӗ пысӑк тав! Урамӑн пӗр пайӗнче – ярмӑрккă, тепӗр пайӗнче уяв пырать. Кирлӗ япаласем туянса, хӑна пулса, икерчӗ ҫисе Хусана кайма тухатпăр, – тесе хăйӗн шухӑш-кăмăлне пӗлтерчӗ Алсу Халимова та.
Уявӑн кульминацийӗ – Катемпие ҫунтарни пулчӗ. Тахҫанхи йӑла, ӑна ҫунтарни чир-чӗре, инкек-синкеке каять текен ӗненӳ пур. Ҫапла пултӑр! Илемлӗ ҫуркунне килтӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев