Хисеплӗ вӗрентекен
Разиля Иршатовна Амирханова – Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗн аслӑ категориллӗ педагогӗ.
Разиля Иршатовна ялти хисеплӗ ӗҫченсен Суфия аппапа Иршат пиччен сакӑр ачаллă ҫемйинче, улттӑмӗшӗ пулса, çуралнă. Шкул пӗтерсен, пӗр ҫул колхозра ӗҫлет, унтан Хусанти патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗрет.
Хальхи вӑхӑтра вӑл Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнче ачасене историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет. Хисеплӗ преподавателӗн 30 ҫул ытла ӗҫ стажӗ шутланать.
Разиля Иршатовна вӗренекенсене вӗрентӳ ӗҫне творчествӑлла илсе пыма тӑрӑшать, тӗрлӗ майсемпе усӑ курать. Ҫавӑнпа вӗренекенсем унӑн предметне юратса алла илеҫҫӗ. Ачасем ҫулсерен олимпиадӑсенче хастар хутшӑнни, призлă вырӑнсене йышӑнни ҫакăн уçă тӗслӗхӗ пулса тӑрать. 2024-2025 вӗренӳ ҫулӗнче вӗренекен Ильнара Халимова Пӗтӗм Раҫҫейри обществознани олимпиадин регионсен хушшинчи тапхӑрӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.
Шкулта обществӑлла наукӑсем енӗпе илнӗ пӗлӳпе усӑ курса, вӗренекенсем юридици аслӑ шкулӗсене вӗренме кӗреҫҫӗ, ку енӗпе ӗҫ-хӗлӗсене малалла тӑсаҫҫӗ. Разиля Иршатовнапа мӑшӑрӗ икӗ ача пăхса ӳстернӗ. Ывӑлӗ Булат тата хӗрӗ Алсина та амӑшӗн тӗслӗхӗпе хӑйсен малашлăхне вӗрентекен профессийӗпе ҫыхӑнтарнă. Пултаруллӑ педагог ырми-канми ӗҫленӗшӗн ТР Çутӗç министерствин Хисеп грмотисене, районти çутӗç пайӗн Дипломӗсемпе Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫлӗ пулать. «Тутарстан Республикин çутӗç отличникӗ» текен хисеплӗ ят пани те Разиля Иршатовнан ӗҫне пысӑк хак панине ҫирӗплетет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев