Хирӗҫле полоса  çине тухма ан васка!
Хыпарсем

Хирӗҫле полоса çине тухма ан васка!

Çакна пӗлмелле!

Мартăн 18-мӗшӗччен пуçласа Тутарстанра, ҫав шутра районта та, «Хирӗҫле полоса» профилактика мероприятийӗ иртет.

Ҫул ҫинче кашни тӑваттӑмӗш ҫыннăн пурнăçӗ хирӗҫле полоса çине тухнипе ҫыхӑннӑ аварисенче вилет. Статистика тӑрӑх, кӑҫалхи 2 уйӑхра кӑна Тутарстанра ҫул-йӗр правилисене пӑсса, хирӗҫ килекен ҫул полоси çине тухнӑран 45 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнă, 21 ҫын вилнӗ, 75шӗ тӗрлӗ шайри çан-çурăм суранӗ илнӗ.

Ку цифрӑсем – статистика кӑна мар. Вӗсенчен кашниех – çын пурнăçӗпе çыхăннă трагеди, нимпе тавӑрма пулман ҫухату е йывӑр суран.

Хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса, çул-йӗр правилисене пӗр хут пӑснăшăн, закон тăрăх 7500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 4 уйӑхран пуҫласа 6 уйӑха водитель прависӗр хăвараççӗ. Тепӗр хут пӑссан, 1 ҫулталăка правине илеççӗ.

Хисеплӗ водительсем! Сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр тата пассажирсен пурнӑҫӗ – сирӗн алӑрта, ҫул ҫинче тимлӗ пулӑр!

 


Нет комментариев