Хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни – хăрушă
Хăрушсăрлăх
Тутарстанра «Хирӗҫ килекен çул» профилактика операцийӗ пуҫланчӗ.
Мероприяти апрелӗн 28-мӗшӗччен тăсăлӗ. Ăна хирӗҫ килекен çул çине тухассипе çыхăннă инкексене асӑрхаттарас тата чакарас тӗллевпе ирттереççӗ.
Статистика кӑтартӑвӗсем хăрушă. 2026 ҫулăн виҫӗ уйӑхӗнче кӑна республикӑра ҫакӑн йышши 64 аварие шута илнӗ, вӗсенче 26 ҫын вилнӗ, 113-шӗ аманнӑ.
Ҫӗпрел районӗнчи Патшалӑх автоин-спекцийӗ ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине аса илтерет, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те питӗ тимлӗ те асăрхануллă пулма чӗнет.
– Хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухас умӗн автотранспорт водителӗн ҫул ҫителӗклӗ инҫӗшре тата ирӗклӗ пулнине, çавăн пекех иртсе кайма хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑл ҫул-йӗр ҫинчи ытти хутшӑнакансене чӑрмав кӳменнине сăнамалла. Çул çинче «Обгон запрещен» ҫул-йӗр палли пулсан ҫак маневра пачах тума юрамасть. Асӑннӑ требованисене пӑснӑшӑн штраф парӗç е водитель прависӗр хӑварӗç. Тепӗр хут йӗркене пӑссан айӑплава тата ҫирӗпрех палӑртӗç, – тет районти ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Мероприяти шайӗнче Патшалӑх авто-инспекцийӗн ӗҫченӗсем йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе контроле тата та вӑйлатӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев