Хӑяр – ҫутҫанталӑк пулӑшуҫи
Сывлăх
Çак пахчаçимӗçре организмшӑн кирлӗ япаласем нумай.
Ирхине тӑрсан куҫ айӗ шыçăнни кӑмӑлӑра пӑсрӗ-и? Ан пӑшӑрханӑр, хӑяр ҫакӑнтан хӑтарӗ. Хӑяра ҫӳхе çаврашкасем туса касмалла, куҫ айӗнчи шыçă çине пластырь евӗр хумалла та 15-20 минут тытмалла.
Усал шыçăран сыхлать. Хӑярра секоизоларицирезинол, ларицирезинол тата пинорезинол йышши веществосем пур. Ҫак виҫӗ пӗрлешӳ ракӑн хӑш-пӗр тӗсӗсем – сӗт парӗнче, простата парӗнче усал шыçă килсе тухас хӑрушлӑха чакараççӗ.
Юн пусӑмне йӗркелет, сахӑр тата холестерин шайне чакарать. Хӑяр сӗткенӗнче инсулин тума кирлӗ япаласем пур. Унти стеаринсем холестерин шайне чакараҫҫӗ. Унăн составӗнчи клетчатка, кали тата магни пысӑк юн пусӑмне, пӗчӗк юн пусăмне йӗркене кӗртеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев