Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен Дамира Залялова: «Ӗҫӗм мана савӑнӑҫ кӳрет»
Тутарстанра хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен шучӗ 500 пине ҫитнӗ
2026 ҫул пуҫламӑшӗпе танлаштарсан, хăй тӗллӗн ӗçлекенсен шучӗ 38,2 пин ҫын чухлӗ ӳснӗ, урăхла каласан, 8,6 процент. Кун пирки Тутарстан Патшалӑх Совечӗн бюджет, налук тата финанс комитечӗн ларӑвӗнче республикăри экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Наталья Кондратова пӗлтерчӗ.
Тутарстан хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен шучӗпе ҫӗршывра малта пыракан регионсенчен пӗри шутланать. Ҫӗпрел районӗнче паянхи кун тӗлне 1600 ытла çын ҫӗнӗ налог тытӑмӗнче регистрациленнӗ. Вӗсен хушшинче Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Дамира Залялова та пур. Вӑл кондитер изделийӗсем пӗҫерет, чак-чак, бармак тата ытти заказсем тӑвать. Унсӑр пуҫне, Дамира кил-ҫурчӗ тавра тӗрлӗ тӗслӗ хитре чечексем, пахчаҫимӗҫ ӳстерет, улма-ҫырла та пур. Ку унӑн юратнӑ ӗҫӗ пулса тăрать.
Дамира Мунировна Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫемьере икӗ хӗр çитӗннӗ вӗсем. 9-мӗш класс хыҫҫӑн хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме шутласа, районти техникума вӗренме кӗрет. Унтан кондитер, повар специальноҫӗсене алла илсе тухать, Ульяновск хулинчи пӗр кафене ӗҫе вырнаҫать. Кунта ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе Айдарпа паллашать, ҫамрӑк ҫемье тӑван ене, тӗп никӗсе таврӑнса, тӗпленет.
Района таврӑнсан Дамира районти потребительсен обществинче ӗҫлет, унтан организаци саланнă хыҫҫӑн ӗҫсӗр тăрса юлать, 2019 ҫулта хӑй тӗллӗн ӗҫлекен пулса регистрациленет. Техникумра илнӗ пӗлӳ, пухнӑ опыт ӑна пурнӑҫра питӗ пулӑшать. Килте ятарлӑ кӑмака тата кирлӗ оборудовани вырнаҫтарса, вӑл халӑх тата заказ паракансем валли кондитер изделийӗсем пӗҫерме тытӑнать.
– Паллах, ӗçе пуҫласа яма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Хӑвӑн продукцине халӑх патне ҫитерессишӗн сахал мар вӑй хума тиврӗ. Халӗ вара пурте пӗлеҫҫӗ, организацисенче кӗтеҫҫӗ, килмен вăхăтсенче: «Ӑҫта эсӗ?» – тесе те шӑнкӑравлаҫҫӗ. Ӗçӗм кирлӗ пулни мана питӗ савӑнтарать, – тет вӑл.
Чечек ӳстересси – унӑн иккӗмӗш хобби. Кил-çурт таврашӗнче мӗнле кӑна чечексем ӳсмеҫҫӗ-ши?! Пахчаҫимӗҫ йӑранӗсем те тулӑх курăнаççӗ. Ҫак илемлӗхе тунăшăн, тăрăшуллăхӗшӗн 2019 ҫулта вăл район конкурсӗнче ҫӗнтерсе, хаклӑ парнене тивӗçет.
– Халӗ интернетра та илем тума япаласем нумай-ҫке. Пӑхатӑп, вӗренетӗп, туянатӑп, – тет вӑл.
Мӑшӑрӗпе Айдар Ирековичпа пӗрле вӗсем тӗп никӗсӗн ӑшшине, хăтлăлăхне упраҫҫӗ, амӑшне пӑхса юлашки ҫула ӑсатаҫҫӗ, икӗ хӗр ӳстереҫҫӗ.
Паян эпир сӗнекен кашни пулӑшу хӑйӗн клиентне тупакан саманара пурӑнатпӑр. Патшалӑх вара идейӑсене пурнӑҫа кӗртме питӗ лайӑх майсем туса парать. Ун пек тӗслӗхсем вара, питӗ нумай. Калăпăр, Дамира Залялова тӗслӗхӗпе кӑна та, хӑвӑн ӗҫне пуҫӑнма хӑрамасӑр, вӗренме пулать. Тăрăшулăх тата ӗмӗт кăна пултăрччӗ.
Малалла тăсса
Тутарстанра хӑй тӗллӗн ӗҫлессин ӗҫ-хӗлӗн тӗп тӗсӗсем пулса: строительство – (3,2 процент), водительсен ӗçлӗ пулӑшӑвӗсем (2 процент), пассажир турттарасси (1,9 процент), маркетингпа реклама (1,7 процент), хваттерсене арендăна парасси (1,6 процент), продукци туса илесси (1, 4 процент) пек сферӑсем тăраççӗ.
Паллӑ ӗнтӗ, 2019 ҫулта ҫӗршывӑн тӑватӑ регионӗнче, ҫав шутра Тутарстанра та, опыт евӗр хӑй тӗллӗн ӗҫлемелли ятарлӑ налог режимӗ вӑя кӗчӗ. 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ăна ҫӗршывăн темиҫе регионӗсенче, унтан ҫӗршыв шайӗнче сарса ячӗç. Хальлӗхе вӑл 2028 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен ӗҫлет. Хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем пулса регистрациленекен уйрӑм ҫынсем ӗҫленинчен, пулӑшу панинчен, тавар сутнинчен кӗнӗ тупӑшран 4 процент чухлӗ налук тӳлеҫҫӗ, уйрӑм предпринимательсемпе юридици сӑпачӗсем – 6 процент. Ҫак ӗҫ-хӗл çине куҫакансене тупӑш налукне 13 процент тӳлессинчен хӑтараҫҫӗ. Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленме «Манӑн налук» мобильлӗ приложени те ҫителӗклӗ.
Июлӗн 1-мӗшӗнчен граждансемшӗн тӳлевлӗ «больничный» – вӑхӑтлӑха ӗçе пултарулăх пулман енӗпе хут илме пулни çинчен те каласа иртес пулать. Çакă Социаллӑ фонда сахалтан та ултӑ уйӑхран кая мар страховани взносӗсем тӳленӗ хыҫҫӑн парăнать.
Тӳлев виҫи вара – кӗртнӗ тӳлемелли взноссен суммипе çыхăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев