Ют ҫӗрте султан пуличчен, хӑвӑн ҫӗршывăнта султан пул! (Тутар халӑх каларăшӗ)
Тӑван ҫӗре, ентешсене чунтан юратни ӑна хӑйӗн ялӗн султанӗ туса хунӑ. Вăл – Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурăнакан Сахаутдин Абзалович Хусаинов.
1956 ҫулхи кӗрхи каҫ Фаузияпа Абзал Хусаиновсен ҫемйинче иккӗмӗш ача – ывӑл ҫуралать. Ырă та тӳрӗ кӑмӑллӑ пултăр тесе, ӑна Сахаутдин ят параççӗ.
Абзалпа Фаузия Хусаиновсем – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттернӗ ахаль колхозниксем (Абзал пичче – вӑрҫӑ ветеранӗ, унӑн мӑшӑрне вӑрҫӑ пуҫлансан мобилизацилесе, Анат Тагила ӑсатнӑ, самолетсем валли кирлӗ япаласем туса кӑларма хутшӑннӑ). Ачасен тăрăшуллă ӗçпе пӗрле, вӗренес, пӗлӳ илес туртӑм пысӑк пулать. Улттӑшӗ те аслӑ пӗлӳ илеççӗ, пиллӗкмӗшӗ – преподаватель çулне суйлать.
Сахаутдина вара ҫапла: «Çемьере вӗрентекенсем ҫителӗклӗ, урӑх професси ил», – тесе сӗнеҫҫӗ. Вăл Хусанти патшалӑх ветеринари институтне вӗренме кӗрет, ҫарта пулать. Дипломлӑ специалиста «Ялкын» колхоза зоотехник-селекционер ӗçне çирӗплетсе параççӗ. Часах ӑна тӗп зоотехник шанса параççӗ, пӗр вӑхӑтрах икӗ ҫул колхоз председателӗн ҫумӗ те пулса ӗҫлет. 1990 ҫулхи кӗркунне «Ялкын» колхоз председательне лартаççӗ. 1990 ҫул ҫу каҫипех вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫунӑ, ҫулсем пулман, çӗрсене тирпейлемен, кукурузăпа сахăр чӗкӗнтӗрӗ хирте юлаççӗ. «Декабрь вӗҫлениччен тырӑ вырса-çапса çӳрерӗмӗр, ҫуркунне акма вӑрлӑх ҫук», – тесе аса илет ҫав йывӑр вӑхӑтсене Сахаутдин Хусаинов.
Ял ҫыннисен пурнӑҫ шайне ӳстерес, хуҫалӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тесе, Сахаутдин Абзаловичӑн темиҫе хутчен те йăлана кӗмен йышӑнусем тума, ертӳçем патне кайма тӳрӗ килет. 15 ҫул хушши, председатель пулса, ырми-канми ӗçлет. Выльӑх-чӗрлӗх валли ҫӗнӗ зданисем, ҫулсем тума, кивӗ хуралтӑсене хальхи требованисемпе килӗшӳллӗн юсама пуçлаççӗ. Хуҫалӑха ҫӗнӗ техника килет, яла газ кӗртесси, шыв кӗртесси тата ытти те, вăл ӗçленӗ тапхăра тӳрӗ килет. Пурнăçланă ӗçсене пурне те асӑнса тухма та май ҫук, тепӗр тесен, халӗ кирлех те мар пулӗ. Мӗншӗн тесен кӑтартусем хӑйсемшӗн калаҫҫӗ.
Сахаутдин Абзаловичӑн малашнехи ӗҫӗ-хӗлӗ те ял тӑрӑхӗпе ҫыхӑнать. 2005 ҫултан ял пуҫлӑхӗ пулса шутланать. Реформӑсем, ҫӗнӗ программӑсем, ял ӑшӗнчи çулсене хăпартасси, ҫӗнетӳ, масарсене пӑхасси, çутă кӗртесси, кӗперсем тӑвасси – пӗр сӑмахпа каласан, вӑл хӑй председательте ӗҫленӗ тапхӑрта пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсать. Ялта вӗрентӗве, культурӑна, спорта аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, район тата республика шайӗнчи тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ, хӑнасене йышӑнаҫҫӗ...
Хӑй ӗçленӗ тапхӑрта вырӑнти халӑх интересӗсемшӗн тӑрӑшас енӗпе нумай вăй хурать. Çак ялта ҫуралса ӳснӗ, «Тутарстанри муниципаллӑ йӗркеленӳсен совечӗн» Ассоциаци председательне Агзам Губайдуллина чунтан тав тăвать вăл. «Ял ҫыннисем, спонсорсем, чылай ырӑ ҫын май пур таран пур енчен те пулӑшу пачӗç. Ҫак тапхӑрта манпа юнашар, манпа пӗр утӑмра пулнисене, эпӗ пурне те тав тӑватӑп. Питӗ аван ӗҫлерӗмӗр, питӗ лайӑх пурӑнтӑмӑр, паян пуҫарӑва малалла тӑсакансене те ӑнӑҫу сунатӑп», – тет вӑл.
Сахаутдин Хусаиновăн нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине ял-йыш тав тунипе тата патшалӑх наградисемпе хакланă. 2002 ҫулта ăна «ТР Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫсемшӗн 2006 ҫулта «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тата «Хусана 1000 ҫул» медальсене, 2008 ҫулта «Муниципаллă управленийӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацире диплома тивӗҫнӗ, 2011 ҫулта вырăнти хӑй тытӑмлӑха аталантарас ӗҫре тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн ТР Хисеп грамотипе чысланӑ.
Сахаутдин Абзаловичӑн тепӗр пысӑк ăнăçăвӗпе ҫитӗнӗвӗ, паллах, унӑн хаклă ҫемйи. Кивӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сания аппа мӑшӑрӗпе пӗрле Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакансен сывлӑхне сыхлас ӗҫре вӑй хурать. Малтан Кивӗ Ишлӗре ФАП заведующийӗнче, унтан чылай ҫул Кивӗ Кахăрлăра фельдшер-акушерка пулса ӗҫлет. 2015 ҫултанпа – ялти ФАП заведующийӗ. Ҫемьере виҫӗ ача ҫут тӗнчене килеççӗ. Пурте шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухса, аслӑ пӗлӳ илеççӗ, тӗрлӗ яваплӑ должноҫсенче вӑй хураççӗ. Вӗсен кашнин хӑйӗн ҫемйи пур, ашшӗ-амӑшне 5 мӑнук парнеленӗ.
Ҫын ҫулсем иртнӗҫемӗн иртни çине çине-ҫинех çаврăнса пăхать, аса илет. Вăл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ахаль ирттермен-ши тесе хăйӗчен хăй ыйтать. Сахаутдин Абзалович та ҫак кунсенче иртни ҫинчен час-часах шухӑшлать.
«Манӑн пурнӑҫ халӑхшăн ӗҫлесе иртрӗ», – тет. – Эпӗ ял ачи пулса ҫуралнӑ, ял ҫынни пулса паян та пурӑнатӑп. Юнашарах манӑн ҫемье – мăшăрăм Сания, ачасем, мӑнуксем. Вӗсем – манӑн тӗрекӗм. Эпӗ телейлӗ, хамӑн шӑпапа кӑмӑллӑ, – тет вӑл.
Нет комментариев