Хавхалануллӑ пултарулӑх ҫимӗҫӗсем
Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакан Ираида Игоревна Юдина – нумай енлӗ талантлă ҫын
Пулаççӗ-çке пултаруллӑ ҫынсем! Ираида Юдинана ял ҫыннисем «Илемлӗх тӑвакан ӑстаçă», – теҫҫӗ. Вӑл Упи ялӗнче, виҫӗ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Шкулта 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Шупашкар хулинчи транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗренсе, строительствӑпа отделка ӗҫӗсен мастерӗн специальноҫне алла илет.
Шӑпа Ираидӑна Алешкин-Саплăк ялӗн каччине Михаилпа тӗл пултарать. Ҫамрӑк ҫемье ялта тӗпленсе юлать. Ираида почта уйрӑмне почтальонка пулса ӗçе вырнаҫать. 2021 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче ӑна ялти Культура çуртне илемлӗх ертӳҫин ӗçне сӗнеççӗ. Мăшăрӗ Михаил район центрӗнчи «Глобалпак» организацире вӑй хурать. Ҫемьере виҫӗ ача ӳсет. Аслӑ ывӑлӗ Глеб 5-мӗш класра вӗренет, Матвей – 2-мӗш класра, кӗҫӗнни Валерия вара, виҫӗ ҫулта, ялти «Теремок» ача садне ҫӳрет.
Ириадӑн искусство тӗнчине юратасси шкул ҫулӗсенчех пуҫланать. Пур предметсенчен те вӑл ытларах рисовани тата черчени урокӗсене юратса çӳрет.
– Эпӗ тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсемпе ӳкерчӗксем тума юрататтăм, чертежсем тăваттăм, вӗрентекен мухтаса илни те кăмăллă пулатчӗ, унтан тата та ытларах интересленме пуçлаттăм, – тесе шкулта вӗреннӗ ҫулсене аса илчӗ Ираида.
Хӑйӗн картинисене тӗрлӗ форматпа, ҫутӑ тӗссемпе усӑ курса, ӑсталать. Ҫапла, унӑн гуашпа тунӑ павлин кайăкӗн картини хӑйӗн илемӗпе, ҫутҫанталӑкӗпе илӗртет.
Ираидăн ахаль кӑранташпа, акварельпе тунă картинисем те питӗ нумай. Алмаз мозаикипе те интересленет. Чечеклӗ атлас хӑюсенчен чечек ҫыххисем те тӑвать.
Ираида амӑшне хӑйӗн вӗрентекенӗ тесе шутлать. «Ача чухне анне кӑранташпа эскизсем тунине, унтан ҫуллă сӑрăсемпе ӳкернине пӑхса лараттăччӗ. Тен, ӳкерчӗксем тума вӑл та стимул панă пулӗ», – тет вӑл.
Иртнӗ çул ентешӗмӗр районти Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн «Мастерица – 2025» муниципаллӑ конкурсне хутшӑнса, хăйӗн картинисемпе, аппликацийӗсемпе, хӑй ӳкернӗ ӳкерчӗкӗсемпе виҫҫӗмӗш вырӑна çӗнсе илет.
«Паллах, хӑвна хистесе ӳкерчӗксем тутарма та пулмасть. Кирек мӗнле пултарулӑх хайлавӗ пекех вӑл та хавхалану килсен кăна пулать. Кӗтмен ҫӗртен чунра темӗнле сӑнар, тӗс ҫуралать. Хӑш чухне ларатӑн та – ӳкерчӗк туса хуратăн, тепӗр чухне нумай вăхăт чунра çӳрететӗн, кирлӗ детальсемпе пуянланатăн», – тет илемлӗ пултарулӑх ӑсти.
Культура çуртӗнче ӗҫлеме тытӑнсан Ираида хӑйне пултарулӑх енӗпе пушшех те хăйӗн ăсталăхӗ ӳснине асӑрхать. Ачасем валли тӗрлӗ кружок йӗркелет, мастер-классем ирттерет. Хӑйсен ӗçӗсемпе вӗсем тӗрлӗ конкурссенче те хутшӑнаҫҫӗ.
– Ҫӗнтернӗ ачасемшӗн чун-чӗререн савӑнатӑп, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем мана пушшех хавхалантараҫҫӗ, ҫаксем пурте манӑн ӗҫ кӑтартӑвне палӑртаҫҫӗ, – тесе шухăш-кăмăлне пӗлтерчӗ Ираида.
Ираида, ялти Культура çурчӗн илемлӗх ертӳҫи пулнӑ май, ачасем валли «Спорта юратакансен клубӗ», «Юрлама юратакансен клубӗ» пек кружоксем йӗркеленӗ. Ҫак кружоксене ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗсем те ăстаçăне питӗ тав тӑваҫҫӗ.
– Эпӗ хамӑн ӗҫе юратса пурнӑҫлатӑп, манӑн ҫемье – манӑн тӗп тӗрекӗм, манӑн хуняма Галина Ивановна та, мăшăрăм Михаил та мана пур пуҫарурăва та ырлаççӗ, пулӑшса пыраҫҫӗ, хавхалантарса тăраççӗ. Эпӗ вӗсене ӑнланнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн чунтан тав тӑватӑп, – тет Ираида.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев