Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хастар пурнӑҫ йӗрки – вӑрӑм ӗмӗр патне ҫул

Республикӑри ветерансен совечӗн черетлӗ куçса ҫӳрекен ларӑвӗ Ҫӗпрел районӗнче те иртрӗ

«Ҫавра сӗтеле» ватӑсен тӗлӗшпе социаллӑ хӳтлӗх кăтартассине лайӑхлатас, опытпа паллашас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ
Мероприяти республикӑри тӗрлӗ районӗнчен килнӗ ветерансен (пенсионерсен) организацийӗсен представителӗсене тата, паллах, сывӑ пурнӑҫ йӗркин тӗп принципӗсем пулса тӑнӑ  актив районти пенсионерсене пӗрлештерчӗ.

Ҫӑкӑр-тӑвар тата тараватлӑх 

Хӑнасене Ҫӗпрел районӗн чиккинче ҫӑкӑр-тӑварпа тата Кивӗ Шемӗршел ялӗн Культура çурчӗ ҫумӗнче вӑй хуракан «Сумбела» ансамбль пурнăçлакан халӑх юррисемпе кӗтсе илчӗҫ. Ӑшӑ тӗлпулу хыҫҫӑн хӑнасен делегацийӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов ертсе пынипе Кӗçӗн Чăнлă ялне ҫул тытрӗ. 

Кунта программӑн тӗп пайне Зиятдин Арсланов ячӗллӗ Кӗçӗн Чăнлă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулпа, модульлӗ библиотекӑпа тата, паллах, «Цильна» обществӑн легендарлӑ ертӳҫипе Барис Аппаувич Гафуровпа тӗлпулусене кӗртнӗччӗ. 
Хӑнасем ял аталанӑвӗпе, ҫынсем, ватӑсем, ҫамрӑксем валли туса панă майсемпе паллашрӗҫ, шкул музейне ҫитсе курчӗҫ. Аслă çулсенчисем кунта хальхи технологисем аталаннине палӑртрӗҫ.

Барис Гафуровпа тӗл пулсан вӗсем ял хуҫалӑхне аталантарас опытпа паллашрӗҫ, хуҫалӑхăн ветеранӗсен (пенсионерсен) организацийӗпе  пӗрле, ӗç илсе пынине  курчӗҫ.

Район центрӗнче хӑнасем валли те тӗрлӗ экскурси хатӗрленӗччӗ. Паллах, вӗсене пурне те, чи малтанах, аслисен канӑвне йӗркелессине, ветерансен (пенсионерсен) организацийӗсен ӗҫ-хӗлне кӗртнӗччӗ. 

Аслă çулсенчи çынсем валли «Алтын» спорт комплексӗнче волейбол, пневматика винтовкинчен тӗл перессипе ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗччӗ.  Хальхилле ҫӗнетнӗ «Приказ» кану зонин кӳлли патӗнче скандинави утӑвӗпе çӳрес, кану, тӗлпулусем йӗркелемелли самантсене кӑтартрӗç.

Хӑнасене икерчӗпе, техӗмлӗ курӑк чейӗпе, вырӑнти апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗҫ. Юрӑ, ташӑ, купӑс сассипе ветерансем хаваспах канчӗç.

Паллах, ҫак кун пирӗн истори страницисем те программӑн пӗр пайӗ пулса тӑчӗҫ. Аслă çулсенчисемпе пӗрле Ӗмӗр сӳнми вут умне чечек ҫыххисем хучӗç, ҫутӑ пурнӑҫшӑн пурнӑҫне панӑ паттӑрсене аса илсе, пӗр минутлăха шӑп тăчӗç.
Районти Культура çуртӗнче хӑнасем паттӑрсене – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене  – гуманитари пулӑшӑвӗ пухас, маскировка сечӗсем ҫыхас енӗпе куравсене пӑхрӗҫ. 

Пленарлӑ 
ларура пӗлтерӗшлӗ 
ыйтусем

Ирттернӗ экскурсисемпе, курнипе, хутшӑннипе кӑмӑллӑ юлнӑ аслă çулсенчисем малалла сӳтсе явма ҫавра сӗтел ларӑвне пухӑнчӗҫ. Сӑмах социаллӑ хӳтлӗх тӑрӑмӗ, йывӑрлӑхсем, тӗрлӗ районти ватӑсене паракан тӗслӗхлӗ ӗҫ опычӗ пирки пычӗ.

Ларӑва Тутарстан Республикин ветерансен (пенсионерсен) регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Газизович Иштиряков уҫрӗ. Лару ӗҫне Тутарстан Республикин Ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Адель Мубаракшин хутшӑнчӗ.

Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин саламларӗ, вӑл аслӑ ӑрӑва пулӑшасси вырӑнти влаҫӑн приоритетлӑ тӗллевӗсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи ветерансен вырӑнти обществăлла  организацийӗн председателӗ Роза Насибуллина аслă çулсенчи çыннăмăрсен сывлӑхне упрас, пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерес енӗпе системăллă ӗҫ илсе пыни пирки тӗплӗн каласа пачӗ.  Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, ачасене патриотла воспитани парас ӗҫ-хӗле ветерансен совечӗн членӗсем хутшӑнмасӑр куҫ умне кӑларма йывӑр. Активистсем, ҫавӑн пекех, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене, культурӑпа кану мероприятийӗсенче, конкурссенче хутшӑнаҫҫӗ, район чысне хӳтӗлеççӗ.

– Пирӗн тӗллев аслă çулсенчисем пушӑ вӑхӑтне туллилентересси кӑна мар, кашни ветерана  (пенсионер) хӑйне кирлӗ ҫын пек  тата сывӑ туйма майсем туса парасси те, – терӗ Роза Рифкатовна.

Пленарлӑ ларура ӗҫ опычӗпе Чистай тата Бавлински муниципаллӑ районсенчи ветерансен организацийӗсен представителӗсем паллаштарчӗҫ. 

Пленарлӑ лару ветерансен активне наградӑлассипе вӗҫленчӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче, çаплах, районти вырӑнти ветерансен организацине скандинави патакӗн 20 комплектне те пачӗç.

Тутарстан Республикин ветерансен (пенсионерсен) регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков Ҫӗпрел районӗнчи ветерансен совечӗн ӗҫ-хӗлне лайӑх хак пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев