Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хăрушсăрлăх – кулленхи тивӗç

Административлă комиссире

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ертсе пынипе районти административлă комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта район прокурорӗ Ришат Купкенов та хутшӑнчӗ тата унăн кун йӗрки хӗллехи тапхӑрта хăтлăх йӗркине пурнăçлассине контрольте тытассипе ҫыхӑннӑччӗ.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, кӑҫалхи хӗл уйӑхӗсенче вӑйлӑ юр нумай çурӗ, вăл вара, хӑй енчен, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсемшӗн йывӑр-лӑхсем кăларса тăратрӗ. Ҫурт тӑррисене, кӗмелли-тухмалли вырӑнсене юр хӳсе кайрӗ. Юр витӗмӗн йывӑрлӑхӗнчен, çаплах, ҫурт тӑррисем те сиен курчӗç. Ҫавна май, прокуратурӑпа административлă комис-сийӗн представителӗсем тишкерӳсем ирттерсе, протоколсем ҫырчӗç. Комисси ларӑвне те ирттернӗ тишкерӳ кӑтартăвӗсем енӗпе, йӗркене пӑсакансене чӗнтернӗччӗ.

Хӑтлӑх йӗркине кирлӗ пек пӑхӑнман должноҫри ҫынсем тӗлӗшпе комисси тивӗҫлӗ йышӑнусем турӗ, йӗркене пӑсакансене штрафсем пачӗ.

Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, Рустам Мухаметзянов социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен шайне яланах контрольте тытма кирлине палӑртрӗ. «Хӑрушсӑрлӑх – кашнин чи малти тӗллев пулмалла», – терӗ комисси председателӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев