Николай Николаевич Ларионова халалласа
Çěнě Йěлмелӗнче пепке çуралнă,
Арçын ача сасси килте янрать.
Лар Иван йăхě веçех пухăннă,
Пěтěм тăван пěрле «ура» çăвать.
Ачана «Коля» ят та панă,
Ăна пилленě: «Салтак пултăр вăл!».
Ашшě-амăш ачана пит савнă,
Юратса ӳстернě – йăлт пулнă ун.
Коля ӳссе çитěннě, чирлемен,
Шавах малта пулмашкăн тăрăшать.
Ěçре вăй-халне вăл шеллемен,
Ваттисене килте те пулăшать.
Икě çул каччă пулчě хěсметре,
Алăран автомат пěртте кайман.
Салтакра ялан пулнă хисепре,
Нихçан ашшě-амăш ятне яман.
Хěсметрен таврăнсан ахаль ларман,
Вěреннě, ěçленě шофер пулса.
Пурнăçра вăл мěн кăна-çке курман,
Йывăр пулсан та, тăрăшать кулма.
Чăвашлăха упрасшăнах пулса,
Харсăр çын хаçата çырма пуçлать.
Çырнисене веçех пěрле пухса,
Кěнеке хыççăн кěнеке кăларать.
Малашне те ěçре вăй-хал пултăр,
Вăрăм ěмěр, телей сана сунатăп.
Ялан сан çине çут хěвел пăхтăр,
Сана кěтет ăнăçу – эп туятăп!
Виталий Мердеев,
Матак ялě.
Нет комментариев