Хамӑрăн пахчари ҫӗр çырли
«Тăваньел пахчисем» хуҫалӑхра ҫырла пухас ӗç хӗрӳ пырать
Улма-ҫырла ӳстерме юратакан Фаридапа Альфред Хайруллинсен чапӗ паян республикӑран чылай аякка сарӑлнă.
Мӗнпур ӗҫе вара, 6 гектар ҫӗртен кăна пуҫланӑччӗ. Темиҫе ҫул каялла Хусанта ӗҫлесе пурӑннӑ Альфред мӑшӑрне тӑван енӗнче – Çӗпрелӗнче улма-ҫырла ӳстерес кăмăлӗ пулни çинчен калать. «Кай ӗнтӗ, унӑн ӗҫӗ нумай вӗт», – тесе хуравлать Фарида. Анчах çакă – Альфредӑн тахҫанхи ӗмӗчӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна пурнӑҫа кӗртме пӗтӗм вӑйне хурать.
«Ку 2016 ҫул пулчӗ. Кӑҫал пирӗн хуҫалӑхӑн юбилей», – тет Альфред Хайруллин, ăшшăн кулса илсе.
Ҫак 10 ҫул хушшинче Хайруллинсем пысăк тăрăшулăх хунине пула, хуҫалӑх чӑннипех те республикӑри чи пысӑк улма-ҫырла кооперативӗсенчен пӗрне ҫаврӑнчӗ.
– Пирӗн халӗ 7 гектар лаптӑкра пахчари ҫӗр çырли ӳсет, 5 гектар хӑмла ҫырли пур, ӑна эпир тӑтӑшах ҫӗнететпӗр. Унтан 76 гектар ҫинче – хура хурлӑхан плантацийӗ, 193 гектар ҫинче – улмуҫҫи, – тесе калаçса илчӗ Фарида Хайруллина плантацисем патне пырса çитсен. – Эпир кашни ӗҫе черете хунă. Малтан ҫырласем пиҫеççӗ, унтан панулми ӗлкӗрӗ, Çанталӑкӗ кăна лайӑх пултӑрччӗ. Ӗçлекенсем пирӗн питӗ тăрăшуллă, ҫу каҫиччен эпир хушма ӗçченсем те йышăнатпăр, яланхи ӗҫченӗмӗрсем те нумай. Заказсем нумай пирӗн, туянакансем-усламçăсем те хӑйсем килсе, тиесе илсе каяççӗ. Халӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн тухăç пухса кӗртмелли хӗрӳ тапхӑр пырать.
Паян Хайруллинсем ҫырласене упрамалли, сивӗтмелли тата шӑнтмалли камерӑсем тӑвас, ӗҫ процесӗсене механизацилес, тухăçлăхне ӳстерме климат условийӗсене шута илсе, малашлӑхлӑ ҫӗнӗ сортсене суйласа илсе, вӗсене сăнаса пăхас, ҫавӑн пекех хунавсене сутас енӗпе анлӑ ӗҫ илсе пыраççӗ.
Кунта 2024 ҫулта, республикӑри программӑсемпе килӗшӳллӗн, çакăншăн 1000 тонна панулми валли улма-ҫырла упрамалли, сортламалли склад туса лартнӑ. Кӑҫал вара, иккӗмӗш тапхӑрти ҫӗнӗ строительство ӗçӗсем пуҫланнӑ, зданийӗн никӗсне хываҫҫӗ.
– Пирӗн малашнехи плансем татах та пур. Ӗҫлекен ҫынна яланах ӗҫ ҫителӗклӗ. Ертӳҫӗсене, халӑха пулӑшнӑшӑн чунтанах тав тӑватпӑр. Эпир халӑхшӑн ӗҫлетпӗр, малашне те ҫапла пулӗ, – Альфредӑн ӗмӗчӗ акă çапла.
Улма-ҫырла ӳстернисӗр пуҫне, Хайруллинсем вӗсенчен варенисем, сӗткенсем тата ытти нумай апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ куравсенче, ярмӑрккӑсенче, семинарсенче, уявсенче кӑтартаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Тутарстанӑн тӗп хулинче наци уявӗ – Сабантуй иртрӗ. Унӑн тӗп площадкинче хӑйсен кулленхи ӗҫӗпе региона апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекенсене уйрӑмах тав сӑмахӗсем янӑрарӗҫ. Вӗсен хушшинче – «Тăваньел пахчисем» кооперативăн ертӳҫи Альфред Хайруллин та пурччӗ.
Нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тата Тутарстан Республикин агропромышленность комплексне аталантарма хăйӗнчен пай кӗртнӗшӗн ӑна 100 000 тенкӗлӗх сертификатпа чысларӗç.
Паян вара «Тăваньел пахчисем» обществăра ҫӗр çӗрли-клубника пуҫтарас ӗç хӗрӳ пырать. Хӗрелсе пиçнӗ, шултра, илемлӗ ҫырласене илемлӗ художник картининчен илнӗ тейӗн. Анчах та çакă – Хайруллинсем хӑйсен аллипе тӑвакан ҫутҫанталӑк илемӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев