Професси
«Йывăç тымарӗпе çирӗп, этем несӗлӗпе», текен каларăш пур. Шӑпах пирӗн несӗл-тымарсем пире ҫак тӗнчере ҫирӗп тӑма, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма вӑй параҫҫӗ. Эпӗ те хамӑн йăх-несӗлпе виҫесӗр мăнаçланатăп.
Маншӑн ку сӑмахсем – мăнаçлăх кӑна мар. Вӗсем манӑн ачалӑхри чи ҫутӑ самантсем. Анне тетрадьсене тӗрӗсленине пӑхса ларни, асаннепе асатте хӑйсен вӗренекенӗсемпе мӑнаҫланса калаҫнине итлесе ӳсни, сӗтел ҫинче яланах кӗнеке-тетрадьсем пулни...
Асатте – Ахметгарей Сафиуллович Шайдуллин хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ҫутӗҫ ӗçне халалланӑ, вӑл вӑрҫӑ ветеранӗ. 1943-46 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Рокоссовский Маршал ушкӑнӗнче ҫапӑҫнӑ. Берлина ҫитсе, Рейхстаг ҫийӗн Ҫӗнтерӳ ялавӗ ҫӗкленнине вăл хӑй куҫӗпе курать. Демобилизаци хыҫҫӑн Ахметгарей Сафиуллович Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пуҫламӑш классене вӗрентме тытӑнать. Ҫав ҫулах Наиля ятлӑ вӗрентекенпе (ман асанне) çемье çавăрать. Манӑн асанне те ҫак шкулта пуҫламӑш классенче пӗлӳ парать. Асатте квалификацие ӳстерес тӗллевпе Теччӗ педагогика училищине вӗренме кӗрет, 1950 ҫулта Хусанти патшалӑх педагогика институчӗн литература уйрăмне куçăмсăр майпа пӗтерет. Ун хыççăн вӑл шкулта географипе биологи предмечӗсене вӗрентекен пулса ӗҫлет, 1957 ҫулта ăна вӗренӳпе-вӗрентӳ ӗçӗсем енӗпе ӗҫлекен директорăн çумӗ пулма палăртаççӗ, 1961 ҫултанпа шкул директорӗ пулать. Директор должноҫне Ахметгарей Сафиуллович ултӑ ҫула яхӑн пурнăçлать.
Ӗҫленӗ вӑхӑтра Аметгарай Сафиуллович ҫӗнӗ шкул ҫурчӗн зданине тӑвас тӗлӗшпе пысӑк вӑй хурать. Проектсене ҫирӗплетет, строительство материалӗсем кӳртерет, пӗтӗмӗшле здание ӗҫе кӗртесси вара ҫӗнӗ директор – Рустам Касимович Хуснутдинов – вӑхӑтӗнче пулать.
Асатте 1987 ҫулччен шкулта географи предметне вӗрентет, тивӗҫлӗ канӑва тухать. Асаннепе пилӗк ача пăхса ӳстереççӗ. Ачисем пурте ашшӗ-амӑшӗн ҫулне суйлаҫҫӗ. Апла кăна та мар, асаннен (хӗр чухнехи хушамачӗ Летфуллина) хӑйӗнпе пӗртӑванӗсем, иккӗмӗш сыпӑкри икӗ тăванӗ вӗрентекен профессине суйласа илсе, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Манӑн асаттен пӗртăванӗсем тата вӗсен ачисем те вӗрентекенсем. Вӗсенчен кашнийӗн ҫинчен питӗ нумай ҫырма пулӗччӗ. Ҫак вӗрентекенсен династийӗн паянхи кун пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 1243 ҫулпа танлашать!
Эпӗ хам та ҫак йӑхӑн пӗр пайӗ пулса тӑратӑп. Хӑвӑн йăх-тымарусене пӗлни вӑл – иртнине хисеплени кӑна мар, пулас ӑрусен умӗнче пысӑк яваплӑх та. Паян манӑн тӗп тӗллев – хамӑн мӑн асаттесем хӑварнӑ ҫутӑ ята пӑсмасӑр вӗсен, йӗрне тивӗҫлипе малалла тӑсасси. Вара тин пирӗн несӗл йывӑҫçи ҫинче ҫулҫӑсем яланах симӗс, тымарӗсем ҫирӗп пулӗҫ.
Эльвира Гобайдуллина, П.В.Дементьев ячӗллӗ Упи вӑтам шкулӗн тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗ.
Нет комментариев