«Халӑх инспекторӗ» пулăшать
Пӗлтерӗшлӗ приложени
«Халӑх инспекторӗ» граждансене ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки пӗлтерме май парать.
Килнӗ хыпарсене пурне те Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслеҫҫӗ, панӑ информаци тӗрӗслӗхне тата ҫителӗклӗ пулнине хаклаҫҫӗ.
Паян приложени 18 категорипе пӗлтерӳсем йышӑнать. Вӗсен шутне çаксем кӗреççӗ – сфетофорăн хӗрлӗ çуттине пăхăнманни, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усă курманни, руль умӗнче телефонпа усӑ курни, чарӑнупа парковка правилисене пӑсни тата ытти те. Вӗсенчен улттӑшӗ енӗпе граждансене укҫа тӳлеме палӑртнӑ.
Граждансем мобильлӗ телефон ҫине вырнаҫтарнӑ мобильлӗ приложени пулӑшнипе ҫул-йӗр юхăмӗнчи йӗркене пӑсни ҫинчен «Халӑх инспекторне» оперативлӑ майпа пӗлтерӳсем яма пултараҫҫӗ. Йӗркене пӑснине кӗске видеоҫырусем евӗр палӑртаҫҫӗ те приложени урлӑ яраҫҫӗ. Видеона правилăна пăснă вăхăтра тумалла, унӑн вăхăчӗ 30 ҫеккунтран иртмелле мар.
Программӑна янӑ пӗр заявкăна та тимлӗхсӗр хӑвармӗç: вӗсене оперативлӑ пӑхса тухаҫҫӗ, кирлӗ пулсан вырӑна тухса законпа килӗшӳллӗн мерӑсен йышăнӗç. Ҫак ӗҫсем ҫулсем ҫинче йӗрке тума, ҫул ҫинчи инкексен шутне чакарма пулӑшаҫҫӗ.
Асӑрхаттаратпӑр, транспорт хатӗрӗпе çӳренӗ вăхăтра мобильлӗ приложенипе усă курма тата административлӑ йӗркене пăсни çинчен регистрацилеме чараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакă ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ кăларса тăратма пултарать. Çул çинче пынă чухне телефонпа усӑ курнӑшӑн вара водителе явап тыттарма пултараҫҫӗ (РФ КоАПӗн 12.36.1 статйи (1500 тенкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев