«Халӑх инспекторӗ» мӗнле ӗҫлет?
Çул çинчи хăрушсăрлăх
«Халӑх инспекторӗ» мобильлӗ приложени – ҫул ҫинчи аварисене чакармалли кăтартуллă мелсенчен пӗри. Ҫак пӗлтерӗшлӗ приложени çинчен Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫипе, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен район комиссийӗн председателӗпе Рустам Искандерович Мухаметзяновпа калаҫрăмăр.
– Рустам Искандерович, «Халӑх инспекторӗ», приложенийӗн пӗлтерӗшӗ мӗнре? Кун пирки тӗплӗнрех каласа иртсемӗрччӗ.
– «Халӑх инспекторӗ» мобильлӗ приложени вӑл – ҫул-йӗр юхăмне общественность контролӗнче тытса тăмалли тухӑҫлӑ инструмент. Вӑл ҫул-йӗр правилисене тата тирпей-илеме пăсни çинчен пӗлтерме май парать. Приложени йӗркене пӑснӑ вырӑна тата вӑхӑта автоматла регистрацилет, ҫакӑ информацие тӗрӗслӗхпе тивӗçтерет. Илнӗ хыпарсем административлӑ ӗҫ пуҫарма сӑлтав пулса тӑраҫҫӗ.
– Приложенире мӗнле йӗркене пӑснине йышӑнаҫҫӗ? Активлă усă куракансем валли хавхалантармалли мерăсем пӑхса хӑварнӑ-и?
– Паян приложени йӗркене пӑснин 18 тӗсне йышӑнать. Вӗсен хушшинче – светофор çинче хӗрлӗ ҫутă çуннă чухне тухни, хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗни, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхăнманни, руль умӗнче телефонпа усӑ курни. Ултӑ категори енӗпе наградăламалли система пӑхса хӑварнӑ. Ҫакӑ граждансене ҫул-йӗр юхăмӗнче йӗркене тытса пырас ӗҫре хастартарах хутшӑнма хавхалантарать. Пӗлтерӳсем анонимлӑ пулса юлаççӗ.
– Транспорт хатӗрне тытса пынӑ чухне приложенипе усӑ курма пулать-и?
– Ҫук. Транспорт хатӗрне тытса пынӑ чухне приложенипе усӑ курма пачах чараҫҫӗ. Ҫакӑ çул-йӗр-транспорт инкекӗсен хӑрушлӑхне ӳстерет. Ҫак йӗркене пӑснӑшӑн Раҫҫей Административлă право йӗркине пăсни çинчен калакан кодексӗн 12.36.1 статйипе килӗшӳллӗн 1500 тенкӗ штраф пӑхса хӑварнӑ.
– Районта пурӑнакансене мӗн сӗннӗ пулӑттӑр?
– Ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑх – пӗрлехи тивӗç. Ҫул-йӗр правилисене пурнăçлассинче кашниех хӑй яваплӑ. Пӗрлехи тӑрӑшулăхпа кӑна эпир аварисен шутне чакарма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа кашниех кун енӗпе тулли яваплӑх туйтăрччӗ. «Халӑх инспекторӗ» вӑл наказани мелӗ кӑна мар, йӗркепе яваплӑха йӗркелемелли механизм та. Хăрушсăрлăх пирӗнтен кашнинчен пуҫланать.
– Калаҫнӑшӑн тавтапуҫ!
Справка
2024 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа Тутарстанра «Халӑх инспекторӗ» урлӑ çул-йӗр правилисене пӑсни пирки 37 пин ытла хыпар регистрациленӗ. Ҫирӗплетнӗ тӗслӗхсем енӗпе граждансене 4,6 миллион тенкӗ ытла тӳлев пурнăçланă.
Тутарстанра «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев