Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Халăхсен туслăхӗ – пӗрлӗхре

Çулçурев

Çуркуннехи каникул вăхăтӗнче, Раҫҫейри халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗн шайӗнче, П.В. Дементьев музейӗнче «Раҫҫейри халӑхӗсем» ятпа вăйă-çулçӳрев иртрӗ. Ачасене пирӗн ҫӗршыври халӑхсен культурисемпе йӑли-йӗрки нумай енлӗ пулнипе паллаштарма тӗллев лартрăмăр. 

Мероприятие «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютри ачасем пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑн культура эткерлӗхӗпе паллашма килчӗç. Çакна та каламалла, тӗрлӗ халăх ачисем воспитани илни те туслă пулма, культурисемпе паллашма, наци уявӗсене пӗрле ирттерме май та парать.

Вӑйӑ ӑшӑ, туслӑ çыхăнура иртрӗ. Хутшӑнакансем тӗрлӗ ыйтусене хуравлама хавхаланса хутшӑнчӗҫ. Ыйтусем Раҫҫей халӑхӗсен пурнӑҫӗн тӗрлӗ енӗсене ҫавӑрса илнӗччӗ. «Çулçӳрев»  «Раççей халăхӑсене тупасси» (филвордра 15 наци халăхне тупса палăртасси), «наци тумӗсем»,«наци йӑли-йӗркисем», «халӑх вӑййисемпе йӑпанӑвӗсем», «наци кухнин йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫӗсем» пайсенчен тăчӗ.
 

Ҫавӑн пекех «Кушакпа шӑши», «Ятне пӗл», «Тутӑр тупмалла», «Çӑпата лектер» халӑх вӑййисене хаваспа хутшӑнса вылярӗç.
Çавăнтах  «Раҫҫей халӑхӗсем – ҫӗршывӑн пӗрлехи чӗри» кӗнеке куравӗ те ӗҫлерӗ, унта кӑмӑл тӑвакансем пурте Раҫҫей халӑхӗсем ҫинчен ҫырнӑ литературӑпа паллашма пултарчӗç, вӗсен исто-рийӗсемпе йӑла-йӗркисене курăмлă ӳкерчӗксенче курчӗç. Нумайăшӗ вăйăсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑратнӑ кӑларӑмсене интересленсе тишкерчӗç. 

«Раҫҫей халӑхӗсем» вӑйӑ ӑс-хакӑл ӑмӑртӑвӗ кӑна мар, культурӑсен пӗрлӗхӗпе тӗрлӗ енлӗхӗн уявӗ пулса тӑчӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев