Хăюллă ентешӗмӗр
Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнчи Руслан Ринатович Танага контрактпа службăра тăрать.
Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ Зариф Алимов ячӗллӗ тӗп шкулӑн 9-мӗш класӗ хыҫҫӑн, Руслан Пӑва хулинчи професси училищине вӗренме кӗрет, каменщик профессине алла илет. Унтан, хӑй ирӗкӗпе, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи таса тивӗҫне пурнӑҫлама салтака каять.
Руслан виҫӗ ачаллӑ ҫемьере пӗрремӗш ача пулса çут тӗнчене килет, унӑн пӗр йӑмӑкӗ тата пӗр шӑллӗ пур. Шкулта, унтан училищӗре вӗреннӗ ҫулсенче Руслан спортпа та тинтересленет. Ҫапла майпа вӑл ачаранах хӑйне ҫар службине хатӗрлет. Уйрăмах, чупу пек спорт тӗсне кăмăллать, шкулта та, районӗпе те час-часах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӗçчен каччӑ Пӑвари училищӗре вӗреннӗ çулсенче каникул вӑхӑтӗнче «Цильна» обществӑра та вăй хума ӗлкӗрет.
Ăна ӳт-пӳ енчен ҫирӗп каччӑ пулнине, училищӗре вӗреннине шута илсе, Руслана Мускав çывӑхӗнчи ҫар чаҫӗсенчен пӗрне служить тума яраççӗ. Дисциплинӑллӑ, хӑйӗн командирӗсен приказӗсене тӗрӗс пурнӑҫлакан, пӗлӳллӗ каччăна часть командованийӗ те часах асӑрхать, ӑна контрактпа служить тума сӗнеççӗ. Амӑшӗн пилне илсен, Руслан сӗнӗве пӗр иккӗленмесӗр йышӑнать, виҫӗ ҫуллӑха контракт тăвать.
– Руслан ҫар службине 2025 ҫулхи май уйӑхӗнче вӗҫлесе таврăнмаллаччӗ. Контрактпа ҫар службине малалла тӑсас кăмăлӗ пулнине те хирӗҫлемерӗм. Контракт тусан, вӑл пӗр эрне кӗске вӑхӑтлӑх отпуска килсе кайрӗ, – тет Русланăн амӑшӗ Марина.
Ентешӗмӗрӗн ҫар службине командирсем лайӑх енчен кӑна хаклаççӗ, Тав ҫырӑвӗсем ярса панӑ. Унта амӑшне ҫакӑн пек ывӑл пăхса ӳстернӗшӗн тав сӑмахӗ ҫырнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев