Хăяр витаминсемпе пуян
Пахчаçимӗç
Килти хушма хуçалăхсенче кил хуçи арăмĕсем паян тăрăшсах хăяр татаççĕ. Хаклать çак çимӗçе ялта пурăнакан. Анчах хăяр уссине эпир йăлтах пĕлетпĕр-и-ха? Сывлăхшăн унăн пĕлтерĕшĕ пысăк-и?
Хăяр тĕлĕнмелле тутлă пахчаçимĕç пулнипе палăрса тăрать. Ăна пирĕнтен кашниех аван ăнланать. Вăл çыннăн вар-хырăмĕшĕн йывăр апат мар. Мĕншĕн тесен çак пахчаçимĕç 95 процент шывран тăрать. Çапла вара вăл хырăм ай парĕн ĕçне пĕртте йывăрлăх кÿмест. Хăяр выçнине хăвăрт ирттерет. Çапла вара куç умĕнчех ÿт-пÿ йывăрăшне пĕчĕклетмелли çул уçăлать: хырăм тутă пек туйăнать, анчах калорисем сахал. Хăярти шыв – çутçанталăк абсорбенчĕ. Вăл организмри нумай наркăмăша хăвăрт çĕмĕрет. Çавăнпа та тăрук наркăмăшлансан çийĕнчех хăяр çиме сĕнеççĕ. Куллен хăяр çини çын организмне тасалма, пухăннă наркăмăша хăвăрттăн организм тулашне кăларма пулăшать. Куллен хăяр шывĕ ĕçсен ват хăмпинчи чулсенчен çăмăллăн хăтăлма пулни те авалтанпах паллă. Хăяр шывĕнче калипе натри ионĕсем пулни наркăмăшсенчен тасалмалли çула вăй параççĕ. Калипе натри шайлашăвĕ 17:1 пулни хăярта ытти пахча çимĕçсенчен чи пысăкки. Çакă шăк хăвалакан эффекта çемçетет. Çапла вара хăяр наркăмăшлă япаласене организмран мĕншĕн лайăх тасатса кăларни те паллă. Хăярти шыв наркăмăшсене ватать те унăн шăк хăвалас эффекчĕ вĕсене организмран тасатать. Хăярта кали нумаййи çак пахчаçимĕç чĕрепе сосуд чирĕсемпе аптăракансемшĕн усăллă пулнине те çынсем унченхи çулсенчех лайăх ăнланнă. Пахчаçимĕçре В ушкăнри витаминсем, аскорбинка кислоти (С витамин), хаклă йышши минераллă япаласем, тимĕр, кальципе фосфор нумай пулни паллă. Вĕсем кашниех организмшăн усăллă вырăнта тăраççĕ.
Хăяр апат çинĕ вăхăтра организма белоксене ытларах йышăнма пулăшать. Çавăнпа та хăяр салачĕ ашпа пулă çумне питĕ вырăнлă гарнир шутланать.
100 грамм хăярти 3 мкг йод пысăк виçе мар ĕнтĕ, анчах ăна пĕсехе парĕ (щитовидная железа) пĕтĕмпех йышăнни паллă. Çавăнпа та хăяр çини асăннă орган чирлессинчен питĕ вырăнлă профилактика хатĕрĕ пулса тăрать. Ку пахчаçимĕç сывлăх сыхлавĕнче усăллă пулнипе пĕрлех косметикăра та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ăна ялта пурăнакансем тахçанах сиснĕ ĕнтĕ. Вăл ӳте лайăх çемçетет, шуратать, уçăлтарать, хĕвелтен аван хӳтĕлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев