Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хафизовсем конкурсра ҫӗнтерчӗç

«Татар – информ» информаци агентствинче «А в нашем дворе – 2026» конкурсăн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Конкурс Тутарстанри картишсемпе урамсене хăйсен вăйӗпе уяв мелӗпе илемлетнӗ хуласемпе ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансене пӗрлештерчӗ.

Уява Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Хафизовсен ҫемйи хутшӑнчӗ. Гульназпа Радик Хафизовсем, Анат Кама çыннисенчен кӑшт кăна юлса, хисеплӗ иккӗмӗш вырӑна йышӑнчӗҫ. Парнелемелли мероприятире вӗсем ҫемйипех килсе, ҫӗнӗ ҫул картишне илемлетесси пӗрлехи ӗҫ пулнине кӑтартса пачӗç.

Аса илтеретпӗр, конкурсра хутшӑнакансем Çӗнӗ ҫула хӑйсен картишӗсене уяв мелӗпе мӗнле илемлетнипе паллаштараççӗ, чи лайӑх тесе палăртнă ҫурт территоришӗн интернетра сасӑлав пӗлтереççӗ, ӑна тӗпе хурса ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртаҫҫӗ. 
Çак  конкурса Хафизовсен çемйи иккӗмӗш ҫул хутшӑнать. 

– Пӗлтӗр эпир те финала ҫитрӗмӗр, анчах ҫӗнтереймерӗмӗр. Кӑҫал пире тинех ӑнчӗ. Ҫӗнтерӳ ҫӑмӑл пулмарӗ, пирӗншӗн сасӑлакансене пурне те тав тӑватпӑр, – теҫҫӗ Хафизовсем.

Конкурсра Анат Камӑри Артем Демидов пӗрремӗш вырӑн çӗнсе илчӗ. Лидерсенчен виççӗмӗшӗ Павлă  районӗнчи Ильяспа Гульчачак Ибрагимовсен ҫемйи пулчӗ.

Парнелемелли мероприятире те «Татар-информ» информаци агентствин коммерци директорӗ Дина Халимова хутшăнать. Вӑл хутшӑнакансене конкурса хутшӑннӑшӑн тата таврари ҫынсене Çӗнӗ ҫул илемӗ парнеленӗшӗн тав турӗ.
Мероприяти ҫӗн-терӳҫӗсене Дипломсемпе укҫалла парнесем панипе вӗҫленчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев