Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Выльӑх-чӗрлӗхшӗн хуҫи яваплӑ

Специалист канашӗ

«Россельхознадзорӑн» Тутарстан Республикинчи управленине ял хуҫалӑхӗнче выльӑхӗсене усрамалли правилӑсене пӑснӑ фактсем ҫинчен, планлӑ ветеринари мероприятийӗсене ирттерме килӗшменни ҫинчен ҫырусем килеҫҫӗ. Кун пирки пире «Россельхознадзорӑ» Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Гульнара Арсланова пӗлтерчӗ.

– Планлӑ ветеринари мероприятийӗсене ирттерме килӗшменни –хӑрушӑ чир-чӗрсен вучахӗсене кăларса тăратма пултарать. Ку, хӑй енчен, ҫынсене хăрушсăрлăх енчен те сывлӑхне сиен кӳме пултарать, – тет кун пирки Гульнара Ринатовна. – Ун пек ан пултӑр тесен эпизоотие хирӗҫ мероприятисем ирттермелле. Ветеринари законӗсене пӑснӑшӑн выльӑх хуҫине административлӑ явап тыттарма пăхăннă.

Уйрăм хушма хуҫалӑхсемпе фермӑсенче ытларах чирлӗ е вирус çӳретекен выльăхсемпе контактра пулнă (ҫав шутра тискер чӗрчунсемпе), выльӑх-чӗрлӗх кӗтӳре чухне, шыв ӗҫнӗ чухне, инфекциллӗ апатпа, шывпа контактра пулнă, чирлӗ чӗрчунсенчен илнӗ сӗте ӗҫнӗ чухне, ҫавӑн пекех, чирлӗ чӗрчунсене пуссан, вӗсен продукчӗсемпе усă курсан чир юнать.

Законпа килӗшӳллӗн выльӑх-чӗрлӗх сывлӑхӗшӗн, вӗсене пăхса усрас енӗпе вӗсен хуҫисем, ветеринарипе санитари енчен хӑрушсӑр пулнă выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗншӗн вара – ҫак продуктсене туса илекенсем яваплă. 

«Россельхознадзорӑн» Тутарстан Республикинчи управленийӗ хуҫалӑх субъекчӗсемпе граждансене выльӑх-чӗрлӗхе профилактика тата эпизоотике хирӗҫ планлӑ ветеринари мероприятийӗсем ирттернӗ çӗрте пысӑк тимлӗх уйӑрма ыйтать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев