Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Выльăхсене инфекци чирӗсенчен сыхлар!

Сыхă пулăр!

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларусен залӗнче килти чӗрчунсем хушшинче сарӑлакан хӑрушӑ инфекцисене сӳтсе яврӗҫ.
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗпе пӗрле ирттернӗ онлайн республика штабӗн ларăвӗнче ял хуçалăх предприятийӗсен ертӳҫисене, специалистсене, ветеринари ӗҫченӗсене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене чӗннӗччӗ.

Паянхи куна илсен, ҫӗршывӗпе килти чӗрчунсем хушшинче сарӑлнӑ чирсем енӗпе лару-тӑру ҫивӗч тăрать. Ҫӗпрел районӗпе кӳршӗллӗ Чӑваш Республикинче те лару-тӑру питӗ кӑткӑс.  Ҫак тӗсӗн чирӗсем шутне ҫӗпӗр язви, сыснасен африка чуми, пастереллез, ящур тата ытти те кӗреҫҫӗ. 

Лару ӗҫӗнче те Тутарстан Республикин, ҫав шутра район территорине асӑннӑ чир-чӗрсене кӗртесрен тата хӑрушӑ инфекцисен вучахӗсем килсе тухасран мӗнле мерӑсем йышӑнмалли пирки те калаçу пулчӗ.

Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата районти ветеринари организацийӗн ертӳҫи Расим Низамов хальхи ҫыхӑну хатӗрӗсемпе усӑ курса, халӑха ветеринари надзорӗн требованийӗсем ҫинчен пӗлтерме тӗллев лартрӗ.

– Килти выльăхсемпе чӑх-чӗпсене ятарлӑ докуменчӗсем пуррисенчен кӑна туянмалла. Яланхи пекех, туянакансем чирлӗ, иккӗленӳллӗ чӗрчунсене, кайӑксене, апат-ҫимӗҫе йӳнӗ хакпа сутма кӑмӑллаҫҫӗ. Нихӑш енчен те ҫакӑнпа интересленме кирлӗ мар, хуҫалӑха лекнӗ чир пӗтӗм пурлӑха тӗп тума, ҫав шутра, хуҫасен сывлӑхне сиен кӳме пултарать. Çаплах, ютран килсе выльăх пусакансен ӗçӗпе те усă ан курăр. Шиклӗ пулнă сведенисене ветеринари, полици ӗҫченӗсене пӗлтермелле, – тесе палӑртрӗ Расим Низамов.

Ертӳҫӗ пӗлтӗр бруцеллез чирӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартрӗ.
Лару пынă вӑхӑтра хускатнă ыйтусем енӗпе тивӗҫлӗ йышӑнусем турӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев