Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Выльăх-чӗрлӗхсенче туберкулез чирӗ

Туберкулез — ял хуҫалӑхӗн тата тискер чӗрчунсен нумай тӗсӗсен инфекци чирӗ.

Асӑннӑ чир пирки ӑнлантарса пама эпир «Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗ» бюджет учрежденийӗн начальникӗнчен, тӗп врачӗнчен Расим Низамовран ыйтрӑмӑр.

— Çак чир пуринчен ытларах ӳпкене сиенлет, çавăн пекех ытти органсенче те аталанма пултарать.
Чире пуçараканӗ — туберкулез микобактерийӗ («Кох патакки»), унăн виҫӗ тӗп тӗсӗ пур (ҫынсен, вӑкӑрсен, вӗҫен кайӑксен).

Пуринчен ытла туберкулезпа мӑйракаллӑ шултра выльӑхсем, сыснасем чирлеҫҫӗ. Сайрарах — качакасем, йытӑсем, кӑвакалсемпе хурсем. Сайра хутра — сурӑхсем, лашасем, кушаксем. Тискер чӗрчунсенчен ытларах маралсем чирлеҫҫӗ, — тет Рамис Низамов.

Туберкулезăн клиника паллисем: сывлӑш пӳлӗнни, ӳсӗрни, аппетит тата продуктивлӑх чакни.

Килти кайăк-кӗшӗкре туберкулез чирӗ пулнине ҫӑмарта тума пăрахнинче, уксахланинче, диарея пулнинче палӑртать.

Чир, тӗпрен илсен, паллăсăр иртет, клиника паллисем чӗрчунсен шалти органӗсем сиенленнӗ чухне те палӑрмаҫҫӗ.

Туберкулезпа чирленӗ выльăх-чӗрлӗхе сиплемеççӗ, вӗсене çука кăлараççӗ.

Чирӗн паллисем килсе тухсан ун ҫинчен ветеринари службине пӗлтермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев