Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӑхӑт та, майсем те ҫителӗклӗ

Тирпей-илем кӗртесси

Районта санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ енӗпе мероприятисем иртеҫҫӗ.

Апрель уйӑхӗнче пуҫланнӑ икӗ уйӑхлӑх ҫумне районти общественность, волонтерсем, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем хастар хутшӑнчӗҫ.

«Тасатнă çӗрте мар, çӳп-çап тăкман çӗрте таса пулать», – текен ваттисен сӑмахӗ те пур. Чӑннипе вара, пӗрмай тасатса тӑрсан та, куллен ҫӳп-ҫап пӑрахса тӑракансем пур пулсан, ҫак вырӑн тирпейлӗ пулаймӗ. Анчах тасалӑх патне яланах ӑнтӑлмалла.  Ҫавна май, районти предприятисен ӗҫченӗсем те хăйсен зданийӗсен йӗри-таврашне, хăйсене çирӗплетсе панă территорисене тирпейлеме тытӑнчӗç. Хӑшӗ, алла кӗреплепе шăпăр илсе, типӗ курӑк пуҫтарать, теприсем шăнкăрч вӗллисем ҫакаççӗ, хӑшӗсем сăрлаççӗ... Пӗтӗмлетсе каласан, субботника тухакансенчен кашнинех ӗҫ ҫителӗклӗ.

Ҫак акцие шкул ачисем те, тӗн представителӗсем те, ял ҫыннисем те хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Май уйӑхӗнчи уявсен кунӗсенче социаллӑ сетьсенче ҫакӑн пек пулӑмсене уйрӑмах нумай сӑнама май пулчӗ. Чылай ялта масарсемпе мечӗтсен, чиркӳсен территорийӗсене тирпейлес енӗпе субботниксем йӗркеленӗ. Ҫав шутра «Жамиг» мечетӗнче пысӑк ӗҫсем пычӗç, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче вара, халăх пӗрле  пуçтарăнса масарсене йӗркене кӗртнӗ.

Умра – Ҫӗнтерӳ уявӗ. Ҫавна май, ялсенчи мемориалсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, палӑксене сӑрлаҫҫӗ, уява хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче Совет Союзӗн Геройӗн Зариф Алимовӑн Ульяновск облаҫӗнче пурăнакан тӑванӗсем Разиняпа Рафаэль Алимовсем чечек калчисем илсе килнӗ, чечексене шкул коллективӗ вӗренекенсемпе пӗрле палӑк тавра лартса тухнă. Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче те вӗренекенсем шкул территорине тата Горький урамне тирпейлеме тухнӑ.

Санитарипе экологи икӗ уйӑхлӑхӗ малалла пырать. Эппин, кашнийӗ хӑйӗн территорийӗнче тасалӑх кӳрес тесе субботниксене хутшӑнма вӑхӑт та, май та пур.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев