Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӑрмансене упраса

Экологи

Тутарстан Республикин вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ Равиль Кузюров ӗҫлӗ визитпа Ҫӗпрел районӗнче пулчӗ.

Район администрацийӗнче ведомство пуҫлӑхӗ «Пӑва лесничествин» тата «Пӑва вӑрман хуҫалӑхӗн» учрежденийӗн 2025 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗсене халалланă канашлу ирттерчӗ. Тӗлпулӑва район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ведомство представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

«Пӑва лесничествин» ертӳҫи Ильнар Гатауллин çавна май тӗплӗ отчетпа тухса калаҫрӗ. 
Ертӳҫӗ-лесничий палӑртнӑ тӑрӑх, Пӑва лесничествин лаптӑкӗ 18,5 пин гектар, ҫав хушӑрах Çӗпрел лесничествине 3043 гектар тӳрӗ килет. 

– Ҫӗпрел районӗ республикӑра вăрманӗсем чи сахал пулнă районсенчен пӗри. Иртнӗ çул кунта вӑрман пушарӗ пулман, административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен 4 протокол ҫырнӑ, – терӗ Ильнар Гатауллин.

Министр Равиль Кузюров специалистсене ырми-канми ӗҫленӗшӗн тата хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн тав турӗ.
«Ҫитес тапхӑрти тӗп тӗллевсенчен пӗри – вӑрмансене пушар тухас хӑрушлӑх сезонне пахалӑхлӑ хатӗрлесси, – терӗ Равиль Кузюров. – Юр ирӗлсе пӗтнӗ кунран пуҫласа вӑрман ҫумӗнчи лаптӑксене типӗ курӑкран тасатмалли,  вӑрмана пушара хирӗҫ минерализациленӗ йӑрӑмпа уйӑрмалли пирки халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне малалла тӑсмалла. Ҫӗпрел районӗнче вӑрман территорийӗ питӗ пӗчӗк шайра, ҫавӑнпа та вӑл ылтӑн хакӗпе танлашмалла, вӑрмансене уйрӑмах упрамалла».

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, хӑй енчен, вӑрман массивӗсене анлӑлатас планӗсене пӗлтерчӗ.

«Кун валли эпир районӑн пушӑ, ҫырма-ҫатраллӑ территорийӗсемпе усӑ курма шутлатпăр. Ку енӗпе ӗҫ илсе пырăнать ӗнтӗ», – терӗ вӑл.

Унта хутшӑнакансем «Экологи хӑрушсӑрлӑхӗ» наци проекчӗн «Вӑрмансене сыхласа хӑварасси» федераллӑ проекта пурнӑҫа кӗртес, вӑрмансене ҫӗнетес ӗҫсене ирттерес тата вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев