Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӑрӑм ӗмӗр – Турă парни

Ветерансем

Тури Хураката ялӗнче пурăнакан Бибихасана Санатуллова хӑй çак çулсем таран пурăннине Турă парни тесе шутлать. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Тетӗшӗсем фронта каяҫҫӗ, унтан аманса таврӑнаҫҫӗ. Çемьере юлнă ытти хӗрсем арçынсен йывăр ӗçне те пурнăçлаççӗ,  колхозра та ӗçлеççӗ, вӗлтӗрен яшкине те ҫиеҫҫӗ. 


Бибихасана аппа Алимжан ятлӑ ял каччине качча тухать. Фермӑра, колхозра пӗрле ӗҫлеҫҫӗ, ултӑ ача пăхса ӳстереççӗ. 


– Пенсие колхозран, медаль илсе тухрăм, – тет тыл ветеранӗ мӑнаҫлӑн. – Халӗ пурнӑҫ лайӑх, пурте пур, пурӑнма тата ӗçлеме кӑмӑллӑ. Хӗрӗмсем килсех çӳреççӗ, манпа юнашар ывăлăм Камиль – тӗп тӗрекӗм, – тет Бибихасана аппа.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев